Николаев Владимир Николаевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Çĕнни: '''Николаев Владимир Николаевич''', — педагогика ăслăлахĕсен кандидачĕ, доцент. 1918 çулхи [[утă, 15|ут...
 
Chavash (Сӳтсе яв | хушни)
6-мĕш йĕрке:
[[1937]] çулта [[Етĕрне районĕ]]нчи [[Мăн Чураш вăтам шкулĕ|Мăн Чурашри вăтам шкултан]], [[1941]] çулта [[Чăваш патшалăх педагогика институчĕ]]н физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă.
 
[[Тăван çĕршывăнÇĕршывăн аслăАслă вăрçи]]не хутшăннă. [[1943]] çулта аманнă. Фронтран таврăнсан [[Мăн Чураш вăтам шкулĕ|Мăн Чурашри вăтам шкулта]] ĕçленĕ (1943-1949): малтан вĕрентекен, кайран шкул директорĕ пулнă. Пултаруллă та опытлă специалиста [[1949]] çулта Советски район çутĕç пайĕн пуçлăхĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Унтан ăна Йĕпреç районĕнчи Хурамал, Йĕпреç вăтам шкулĕсен директорĕ пулса ĕçлеме куçараççĕ. [[1960]] çулхи [[юпа]] уйăхĕнче Владимир Николаевич Кустанай хулинчи педагогика институте куçнă — педагогика кафедрин преподавателĕ пулса ĕçленĕ. [[1962]] çулта М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн пĕр çуллăх аспирантуринче вĕреннĕ, çав çулах «Формирование организаторских умений и навыков у подростков в процессе общественно-полезной деятельности» темăпа диссертаци хӳтĕлесе педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ. Çакăн хыççăн Владимир Николаевич Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ĕçленĕ (1962-1968): малтанхи тапхăрта педагогика кафедрин аслă преподавателĕ, кайран доцент, пединститут проректорĕ пулнă.
 
[[1968]]-[[1978]] çулсенче Владимир Николаевич Чăваш патшалăх университетĕнче педагогикăпа психологи кафедрин ертӳçинче вăй хунă. [[1978]] çулта, çул çитнĕ май, пенсие тухнă та пĕр çул каннă. Анчах та ĕçсĕр ларма пултарайман, ачаранпах ĕçре пиçĕхнĕ ветеран юратнă ĕçех туртăннă. [[1979]] çулта вăл [[Кăнтăр Сахалинск]] хулинчи педагогика институчĕн педагогика кафедрин доценчĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Кунта вăл 1983 çулччен вăй хунă. Çак çул тăван республикăна таврăннă та Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче тăхăр çул хушши ([[1983]]-[[1992]]) пулас вĕрентекенсене педагогика ăслăлăхĕн каткăслăхĕсемпе паллаштарнă, шкулсем валли ăста та пысăк квалификациллĕ вĕрентӳçĕсем хатĕрлеме пĕтĕм вăйне парса ĕçленĕ.