Долгов Василий Архипович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
он
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

11:33, 19 Нарӑс уйӑхӗн 2006 вӑхӑтри верси

Долгов Василий Архипович, — литература критикĕ, прозаик, сăвăç. 1906 çулхи кăрлачăн 13 Кăрмăш уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Çĕмĕрле районĕ) Хутар ялĕнче çуралнă. 1990 çулхи утă уйăхĕн 19 Шупашкарта вилнĕ.

1948 çултанпа СССР ÇП членĕ шутланать. 1975 çулта Чăваш АССРĕн, 1984 çулта РСФСРĕн тава тивĕçлĕ култура ĕçченĕ ятне тивĕçлĕ пулнă.

Тăван Çĕршыв Аслă вăрçин 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ орденсене, «Хисеп палли» орденне, медальсене тивĕçлĕ пулнă.

Пурнăçĕ

Чăваш рабфакра (1924—1927), Мускав патшалăх универчитечĕн историпе философи факультетĕнче (1930 çулта вĕренсе тухнă) вĕреннĕ.

Чăваш рабфакра истори преподавателĕ, кайран директор пулса ĕçленĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ, тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ.

Ĕçĕсем

Чăваш чĕлхи çине В.И. Ленин ĕçĕсене куçарнă. Критикла статьясем, калавсем, сăвăсем çырнă. Ытларах енĕпе литература критикĕ пек паллă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Хура тар» (1930);
  • «Çуралнă çĕршывра» (1962);
  • «Ырă сăнар илемĕ» (1978);
  • тата ыттисем.