Çĕрпӳ районĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
1-мĕш йĕрке:
'''Çĕрпӳ районĕ''', — [[Чăваш Ен]]ĕн çурçĕр еннерех вырнаçнă район. Район администрациĕ [[Çĕрпӳ]] хулинче вырнаçнă.
== Çутçанталăк ==
Çĕрпӳ районĕ [[Чăваш платойĕ]] çинче вырнаçнă. Тавралăхĕ сăртлă, [[çырма]]семпе [[юханшыв]]сем нумай. Çырмасен тарăнăшĕ 5-35 метр, тăршшĕ 10-12 çухрăм таран. Çĕр айĕнчи пурлăх енчен район чухăн. [[Торф]] вырăнĕсем пур ([[Кĕçĕн Çавал|Çавалпа]] [[Ункă (юханшыв)|Ункă]] шывсен хĕррипе), ăна ял хуçăлăхĕнче çĕре пуянлатма усă кураççĕ. Антрак ялĕ патĕнче [[акшар]] кăлараççĕ. Асăннă вырăнсем пуçне районта тата 3 çĕртре [[кирпĕч]] тума юрăхлă [[тăм]] кăлараççĕ. [[Çĕрпӳ]] çывăхĕнчи тăма çĕç кирпĕч кăларма усă кураççĕ.
Район климачĕ вăта контитентлă. Хĕлĕсем вăтăм та сивĕ, çĕвĕсем вăта, шăрăх. [[Кăрлач]] уйăхри вăтам температура -12,8°С, чи пĕчĕкки -46°С танлашать. [[Утă]] уйăхĕнчи вăтам температура — 18,8°С, чи шăрăх кун температура 38°С таран хăпарнă. Çулталăк хушшинче вăтамран 446 мм юр-çумăр çăвать.
Юханшывсене илес пулсан район тăрăх çаксем юхаççĕ: [[Мăн Çавал]], [[Кĕçĕн Çавал]], [[Ункă (юханшыв)|Ункă]], [[Енĕш]]. Мăн Çавал район тăрăх 50 çухрăм тăршшĕпе юхать. Кĕçĕн Çавалăн районти тăршшĕ — 20 çухрăм. Юханшывсем ютларах [[юр]] шывĕпе тулаççĕ.
Районти тăпрасем ытларах енĕпе çерем-сахал кĕллĕ. Районăн анăç енче çавăн пекех çутă чакăр вăрман тăпри, тухăç енче вара ахаль тата тĕксĕм чакăр вăрман тăприсем тĕл пулаççĕ. Икĕ Çавал хушшинчи çĕрсем вара кĕллĕ хура тăпрасем шутланаççĕ.
Район çĕрĕсем ытларах енĕпе уйлă, сайра вырăнта çеç юманлăхсемпе хурăнлăхсем тĕл пулаççĕ. Çĕрпӳ районĕнче вăрмансем сахал, вĕсем пурĕ те 9,3% кăна йышăнаççĕ.
== Халăх йышлăхĕ ==
|