Ылттăнпик: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
5-мĕш йĕрке:
Ылттăнпик Атăлçи Пăлхар патши пулсан [[Челпир]] çулĕпе каять. Вăл патшалăхри тĕрлĕ тĕнсене ирĕклĕ аталанма чармасть, Челпир пекех пĕтĕм пăлхар-чăваш йăхне, ăруне, ямахатне, çуртне пĕрлештерме тăрăшать, вырăссемпе туслă пулас тесе тĕрлĕ кнеçсемпе килĕшӳ тăвать. Уйрăмах вăл Ресан ([[Рязань]]) кнеçĕсемпе туслă, хăйĕн амăшĕ Ресан кнеçĕн хĕрĕ-çке.
Ку вăхăт пăлхар-чавашсемшĕн питĕ йывăр пулнă. Тискер те шелсĕр монголсем вăйлансах пынă. Вĕсем вара çине тăрсах çурçĕрти тата анăçри çĕршывсене илме хатĕрленеççĕ. Ку ĕçе тума вĕсене [[Атăлçи Пăлхар]] чăрмантарать.
[[1229]] çулта пăлхар-чăвашсем çине монголсем тепре тапăнаççĕ. Ылттăнпик ертсе пынипе пăлхар-чăвашсем сĕмсĕр тăшамана хальхинче те аркатса тăкаççĕ. Çакăн хыççăн Ылттăнпик хăйĕн çĕршывне тăшманран хӳтĕленме пушшех те лайăхрах çирĕплетме хушать. Кун пирки "История Чувашской АССР" кĕнекере те çырнă.
[[1232]] çулта та пăлхар-чăвашсем Ылттăнпик ертсе пынипе тутар-монголсене питĕ хаяррăн çапса çĕмĕреççĕ. Çак çĕнтерӳсене пахаласа тутар тĕпчевçи [[Фаргат Булгари]] çапла çырать: <blockquote>"В 1232 г. Алтынбек наносит страшные поражения восточнорусским и монгольским войскам..."</blockquote>
Анчах çак çулсенче тата пăлхар-чăвашсен тепĕр тăшман, сутăнчăк [[Каçи-Параç]] тупăнать. Вăл Атăлçи Пăлхар астулне ларасшăн пулнипе Ылттăнпикпе вăрçнă. Вăл Батый тапăрне çитет. Çакна пĕлсен тухăçри хăш-пĕр пăлхар-чăваш пикĕсем хăйсен текĕрчĕкĕсемпе тутар-монголсен енне куçма тытăнаççĕ. Вара Пăлхар çĕрĕ икĕ пая уйрăлать. Параç ĕнтĕ Батый-хана Атăлçи Пăлхар çине тапăнма сĕнет.
Тутар-монголсен пысăк çарĕ Атăлçи Пăлхар çине кĕрсе каять. Пăлхар-чăвашсем Ылттăнпик ертсе пынипе сĕкĕнсе кĕнĕ тутар-монголсене ним юлми çапса çĕмĕреççĕ.
[[1236]] çулта тутар-монголсем каллех Атăлçи ПалхарПăлхар çĕрĕсене тапăнаççĕ. кун чухне вĕсем пысăк çар пухса килнĕ, пăлхар-чăвашсен çăрĕнчен 10 -12 хут йышлăрах. ÇапахтаÇапах та [[монголсем]] çĕршыв варрине кĕме пултараймаççĕ. Вара çак хушăра вĕсене [[Каçи-Параç]] сутăнчăк пулăшать, вăл вара пысăк çарпа вăрттăн çулсемпе кайма шухăшлать. Çавăнпа Ылттăнпик хăйне хупăрласа илесрен, çĕршыв варринелле, хăйĕн шĕкĕр хулине — çирĕп хӳмесемпе хӳтĕленĕ Аслă Пӳлере[[Пӳлер]]е — чакать. Авăн уйăхĕн варринче тутар-монголсем хулана хупăрласа илеççĕ. 45 кун хушши хулана хӳтĕлекенсем арăслансем пек çапăçнă. Çапăçура [[Чингис-ханăнхан]]ăн чи кĕçĕн ывăлĕ — Кулкан пуçне хунă. Кулкан вилнĕ хыççăн тутар-монголсем хула патне пĕтем çарне пухаççĕ те [[1236]] çулхи [[чӳк, 5]] Атăлçи Пăлхар шĕкĕр хулине Аслă Пӳлере çĕмĕрсе тăкаççĕ. Çакăнтах, халăха хӳтĕлесе Ылттăнпик пуçне хурать. Ылттăнпик вилнине пĕлсессĕн унăн арăмĕ хăйĕн хĕрĕпе пĕрле çӳллĕ кермен тăррине хăпарать те унтан çĕрелле, тăшман сăннисем çинелле сикет. Ылттăнпик арăмне мăсăльманла Хатима, пăлхар-чăвашла [[Айраслу]] тесе чĕннĕ.
 
== Вуламалли ==