Золотов Пётр Терентьевич: различия между версиями

== Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ ==
 
[[Элĕк]]ри икĕ класслă училищĕре [[1917]] султа вĕренсе тухнă. Çав çулах Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçĕсен семинарине вĕренме кĕрет, анчах та унта вĕренме май пулмасть: семинарине революци чухне хупса хураççĕ, кайран укçа çитменнипе вĕренĕве тăсаймасть. [[1918]] çулта Элĕкри училищĕре пĕлӳ пухать, [[Васянка Никифор Тарасович|Никифор Ваçанккапа]], ытти вĕренекенсемпе пĕрле алçырăвлă «Пыл хурчи» журнала кăлараççĕ.
 
[[1919]] çулхи юпа уйăхĕнче Петра халăхăн çыруллăха пĕлменлĕхне пĕтерме Крымсарайкă ялне яраççĕ, унта вăл [[1920]] çулхи [[нарăс]] уйăхĕччен арçынсене, хĕрарăмсене çырма-вулама вĕрентет.