Золотов Пётр Терентьевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Çĕнни: '''Пётр Терентьевич Золотов''' — 1902 çулта кăрлач, 25 Чăваш Енĕн [[Чăваш Енĕн Элĕк районĕ|Элĕк район...
 
3-мĕш йĕрке:
== Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ ==
 
Элĕкри[[Элĕк]]ри икĕ класслă училищĕре [[1917]] султа вĕренсе тухнă. Çав çулах Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçĕсен семинарине вĕренме кĕрет, анчах та унта вĕренме май пулмасть: семинарине революци чухне хупса хураççĕ, кайран укçа çитменнипе вĕренĕве тăсаймасть. [[1918]] çулта Элĕкри училищĕре пĕлӳ пухать, [[Никифор Ваçанккапа]], ытти вĕренекенсемпе пĕрле алçырăвлă «Пыл хурчи» журнала кăлараççĕ.
 
[[1919]] çулхи юпа уйăхĕнче Петра халăхăн çыруллăха пĕлменлĕхепĕлменлĕхне пĕтерме Крымсарайкă ялне яраççĕ, унта вăл [[1920]] çулхи [[нарăс]] уйăхĕччен арçынсене, хĕрарăмсене çырма-вулама вĕрентет.
 
1920 çулта раштавра вăл Чĕмпĕрти чăваш халăх çутĕç институтне вĕренме кĕрет, каярахпа института техникум шайне куçараççĕ. Вĕренӳ тапхăрĕнче студентсен комитечĕн ертӳçи пулна май темиçе хут та И. Я. Яковлевпа студентсен ĕçĕсем пирки тĕл пулса калаçать. [[1926]] çулта вăл техникумра вĕренӳсене ăнăçлă вĕçлет.
Чĕмпĕрти ВКП (б) обкоме хушнипе [[Чĕмпĕр облаçĕнчи Çĕнĕ Кил районĕ|Çĕнĕ Кил районĕнчи]] [[Елакурă]] салинчи çĕр ĕçлекен çамрăксен шкуленче ĕçлет. Петр Терентьевич хистенипе-тарăшнипе [[1928]]-[[1929]] вĕренӳ çулĕ тĕлне пуш вырăнтах вĕренӳ çурчĕ, вĕрентӳçĕсем валли хваттерсем, вĕренекенсем валли пурăну çурчĕ, çавăн пекех хуçалăх çурчĕсем (сĕтел апатланăвĕ, мунча, ĕç-пултарулăх, тимĕрç лаççи) туса лартаççĕ. Шкулĕ юханшыв çумĕнче çĕр гектар вырăн йышăннă, пахча-çимĕç çитĕнтернĕ, шкул ачисемшен пахча пуянлăхĕсем тӳлевсĕр апат пулнă. Çак шкулта П. Т. Золотов обществоведенипе вĕрентсе, вĕрентӳ ĕçĕн ертӳçи пулса 6 çул ĕçленĕ.
 
[[1932]] çулта Петр Терентьевича "Коммунар" хаçат редакцине ĕçлеме чĕнеççĕ, унта вăл малтан секретарь, кайран явăплă редактор çумĕн ĕçĕсене туса пырать.
 
? - 1937 çулхи çĕртме уйăхĕччен Ленинградри Тухăç институтĕнче редактор-тăлмач курсĕсенче пĕлӳ пухать.
 
[[1940]] çулхи çурла уйăхĕнче ăна Чăваш патшалăх кăларăвĕн ертӳçи (директор) вырăнне лартаççĕ. Çак вырăнта вăл 24 çул вăй хурать: ертӳçинче — 13 çул, тĕп редакторта — 6 çул, политикăпа вĕренӳ литератури редакторĕнче — 5 çул ытла. П. Т. Золотов редакцийĕпе çĕршер кĕнеке пичетлесе кăларнă.
 
[[1958]] çулта П. Т. Золотова [[СССР]] журналисчĕсен пĕрлĕхне йышăнаççĕ. Тивĕçле канăва (пенсине) тухсан, [[Яковлев Иван Яковлевич|И. Я. Яковлев]] кăнарлăхне çутатас тĕллевпе тăрăшать, чылай хушă И. Я. Яковлев музей Канашĕн ертӳçĕ çумĕ пулса вăй парать.
 
Петр Терентьевич хăйĕн мăшăрĕпе Чĕмпĕрти вĕрентӳçĕсен шкулĕнче вĕренсе тухнă Елизавета Ивановнăпа тăватă ача çуратса пăхса çитĕнтернĕ.
 
== Хисепĕсем, тивĕçĕсем ==