Якку
Пурнăçĕ
тӳрлет1904 çул валли кăларнă "Çулталăк кĕнекинче" çакăн пек йĕркесем пур: "Хусан кĕпернинче пĕр Якку ятлă пуян чăваш пур. Ӗлĕк вăл питĕ юрлăччĕ тет, мунча пек пӳрчĕ пурччĕ тет, тырă пĕр касă та акаймастчĕ тет. Пĕр ялти вĕрентекен çакна ирĕксĕрех пĕр чĕрĕк ыраш акма хушнă, сухалама та хăех укçа панă, ани çине тирĕс нумайтарах тăкма хушнă. Ку вара ача кӳмисемпе, пăтавккасемпе кунĕн-çĕрĕн ани çине тирĕс тăкнă тет. Тепĕр çулхине унăн ыраш темĕн тĕрлĕ аван пулчĕ тет: чĕрĕкрен çичĕ урапа пулчĕ тет, урапинчен вуникшер пăт тухрĕ тет. Тепĕр çул Якку çурана тирĕс тăкрĕ тет, тырри каллех темĕн тĕрлĕ аван пулчĕ тет. Çапла çуллен-çул ӳстерсе пычĕ тет, выльăх та туянчĕ тет, çурт лартрĕ тет. Халĕ çав Якку 30 ана ĕмĕрлĕхе илнĕ те, пĕр-пĕрчен хирти улпутла пурăнать. Яккун пурте аван: пӳрт ăш-чикки темĕн тĕрлĕ таса, выльăхĕсем шултăра та тутă, пахчинче мĕн тенĕ вăл пур, пĕр çĕр пуç хурт пур, тырри кирек хăçан та аван пулать. Выльăхсем валли курăк акать, мĕнпур тирĕсне ана çине тăкать. "Якку тете, эсĕ епле пĕчченех пурăнатăн?" тесен, эпĕ пĕччен те аван пурăнатăп тет, - ялта пурăнсан çынпа пĕрле ĕçмесен çук, çын тумлансан тумланмасан çук, вут-кăвартан та хăрушă, хир инçе, çӳресех кун иртет, ĕçлемесĕр вăхăт тем чухлĕ сая каять, ялта хăш чухне мĕн тăвас тенине те тума çук; кунта мана хама ирĕк, мĕн тăвас тенĕ ăна тăватăп; ялти çын кĕлтене виççĕ хутличчен эпĕ вунвиççĕ хутлатăп, хыт сухана хăçан тухмалла- ун чухне тухатăп, хире мĕн акас тенĕ ăна акатăп, çын патне кайса ларса, урама тухса ларса манăн вăхăт сая каймасть, уявра та кĕлле кайса килетĕп, вара кунĕпе килте тăратăп тет. Вăл чăнах та çапла пулмалла". Çак 1904 çул валлилĕх "Çулталăк кĕнекине" те К. П. Прокопьев хатĕрлени паллă. Вăл çырнинчен çăкă паллă: Якку юрăçă ĕçчен, самана уттинчен юлман, çутталла туртăнакан çын пулнă. Яккун "Юмăç çинчен" ятлă сăввине 1903 çулта "Çулталăк кĕнекинче" пичетленĕ. Ăнлантарса панинче çапла çырни пур: "Пирĕн чăвашсем юмăçа çӳреме питĕ юратаççĕ. Итлĕр-ха, тăвансем: пĕр Якку ятлă чăваш юмăç çинчен ак мĕнле юрă юрласа кăтартрĕ мана..." Юлашкинчен çав юрра-сăвва çырса илекенĕ çапла кăтартать: "Ман шухăшпа, çав Якку пичче сăмахĕ - тĕрĕс сăмах: юмăç вăл айван тĕттĕм çынна тилмĕртет анчах".
Якку юрри
тӳрлет- Пӳртре темĕскер пулнă пек,
- Çынсем шăпах лараççĕ;
- Хапха умĕнче, пасар пек,
- Кăкарнă лашасем тăраççĕ.
- Хапха умĕнчи лашасем
- Пĕр сикмесĕр тăраççĕ,
- Мĕскĕн-мĕскĕн куçĕсем
- Йышне кĕтсе тăраççĕ.
- Йышĕ пӳртре тĕлĕрсе
- "Ах, ах" тесе хуйхăрать;
- "Тархасшăн" тесе тилмĕрсе
- Суеççĕ юмăçа йăлăнать.
- Суеççĕ юмăç пуçлăх пек,
- Айван ăса тилмĕртет;
- Икĕ куçĕ шуйтан пек,
- Вăртăн-вăртăн йăл кулать.
- Мĕскĕн айван тилмĕрсе
- Тата хытă йăлăнать.
- Юмăç вара савăнса
- Суеççĕ ĕçне тытăнать,
- Юмăç суя чĕлхипе
- Пăшăл-пăшăл калаçать;
- Айван çапла тăнă чух
- Юмăç суйса пусарать;
- Çын хуйхăллă тăнă чух
- Ăна çылăх тутарать.
- Юмăç ирсĕр чĕрипе
- Çынна суйса ăсатать;
- Ирсĕр тĕттĕм ăсĕпе
- Мул тупнишĕн савăнать.
Вуламалли
тӳрлет- Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", 1996, Шупашкар.