Якăлпайкăйкăрсем (лат. Falco) ăратне кĕрекен вĕçен кайăксен темиçе тĕс ячĕ. Теçеткерен ытла тĕс пур, вĕсенчен иккĕшĕ — ахаль якăлпа тата хир якăлпи — Раççейре тĕл пулаççĕ[1], иккĕмĕшне Раççейри Хĕрлĕ кĕнекене çухалакан тĕс тесе çырнă[2]. Якăлпасем сунарта сĕтпе ӳсекен пĕчĕк чĕрчунсене, калтасене е пысăкрах хурт-кăпшанкăсене 10—20 м çӳллĕшĕнче ярăнса пырса шыраççĕ. Ытти кăйкăрсем ытларах вĕçнĕ чухне тытаççĕ. Унсăр пуçне, якăлпа тĕкĕ хăмăртарах сăрăллă.

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Якăлпай (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Çапла вара, якăлпай тени систематикăри уйрăм таксон мар темелле, вăл ун тулашĕнче тăрать. Тĕссен пĕр ушкăнне пĕлтерет.

Çавăн пекех

тӳрлет

Çăлкуçсем

тӳрлет
  • Постільга // Словник української мови : в 11 т. — Київ : Наукова думка, 1970—1980.
  • Groombridge, Jim J.; Jones, Carl G.; Bayes, Michelle K.; van Zyl, Anthony J.; Carrillo, José; Nichols, Richard A.; Bruford, Michael W. (2002-11). A molecular phylogeny of African kestrels with reference to divergence across the Indian Ocean. Molecular Phylogenetics and Evolution. Т. 25, № 2. с. 267—277. doi:10.1016/s1055-7903(02)00254-3. ISSN 1055-7903. PMID 12414309

Асăрхавсем

тӳрлет