Юдифь (Джорджоне ӳнер ĕçĕ)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Юдифь (пӗлтерӗшсем) пăхăр.

«Юдифь» (итал. Giuditta) — Раҫҫейри пӗртен пӗр пурте пӗр шутлӑ пулса Джорджоне ӗҫӗ тенипе килӗшнӗ ӳнер ӗҫӗ. Патшалӑх Эрмитажӗнче упранать, унта вӑл 1772 ҫулта Луи Антуан Кроза, Тьер баронӗн париж пуххинчен куҫнӑ.

«Юдифь»,
Пир, ҫу сӑрри.
Эрмитаж, Санкт-Петербург

Каласа пани

тӳрлет

Ку ӳнер кун-ҫулӗнче нумай ӳнерҫӗсем кӑмӑлланӑ Юдифь тата Олоферн ҫинчен каласа пани. «Юдифь» кӗнеки тӑрӑх, Навуходоносор ҫарӗн ҫарпуҫӗ Олоферн, патша «пӗтӗм … ҫӗрсене тавӑрма» хушнипе, Месопотамине кӗрсе унӑн пӗтӗм хулисене аркатнӑ, пӗтӗм тыр-пул уӥӗсене ҫунтарса тата пӗтӗм арҫынсене вӗлерсе пӗтернӗ. Олоферн Ветилуя ятлӑ пӗчӗк хулана хупӑрланӑ, ҫавӑнта ҫамрӑк тӑлӑх арӑм Юдифь пурӑннӑ. Хӗрарӑм ассири ҫарӗ тӑнӑ вырӑна ҫитсе Олоферна илӗртнӗ. Лешӗ ҫывӑрса кайсан, Юдифь унӑн пӳҫне касса татнӑ. Пуҫлӑхсӑр тӑрса юлнӑ ҫар аптранипе саланса кайнӑ. Ҫапла вара Юдифь тӑшмансене тавӑрса тӑван хулине ҫӑлнӑ. Ветилуя хулине ҫӗнтерӳҫӗ пек таврӑннӑ.

Ытти ӳнерҫӗсенчен уйрӑм, Джорджоне тӗлӗнмелле тӑнӑҫлӑ ӳкерчӗк тунӑ. Юдифьӗн сылтӑм аллинче хӗҫ пур. Сулахай ури - Олоферн пуҫӗ ҫинче. Юдифь хыҫӗнче илемлӗ те лӑпкӑ ҫутҫанталӑк сӑнарӗ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Энциклопедический словарь юного художника / Сост. Н. И. Платонова, В. Д. Синюков. — М.: Педагогика, 1983. — С. 291. — 416 с. — 500 000 экз.
  • Ярошенко В. Люди и сокровища. — М.: Молодая гвардия, 1981. — С. 89—94. — 143 с. — 75 000 экз..

Каҫӑсем

тӳрлет