Юань, — Китай патшалăхĕн укçи. ISO 4217 тăрăх ăна CNY пек палăртаççĕ. 1 юань 10 цзяоран тăрать, 1 цзяо 10 фэньран тăрать. Халăх калаçăвĕнче юане куай, цзяона мао теççĕ.

100 юань

Китай халăх банкне 1948 çулхи раштавăн 1 йĕркеленĕ. 1994-пе 2005 çулхи утă уйăхчен юане АПШ долларĕ çумне хытă çыхăннă пулнă. Курсĕ 8,28:1 танлашнă. 2005 çулхи утă уйăхĕн 25 Китай ку çыхăнăва татса пăрахнă. Ку кунтанпа вара юань курсĕ темиçе валютăн карçинкине усă курса хатĕрленĕ.

Каçăсем

тӳрлет