Эдо тапхăрĕ (яп. 江戸時代 edi-jidai) — Япони историйӗн Токугава кланĕ хуçаланнă тапхăрӗ (1603-1868). 1603 çулта Токугава Иеясу шогун пулса тăрсан пуçланнă. Шогун Токугава Йошинобу 1868 çулта хăйне ку вырăнтан хăтарсан пĕтнĕ. Ку вăхăт Токугава диктатури никĕсленсе çирĕпленнипе, çав вăхăтрах вăтам ĕмĕр даймё — (ку самурайсен хушшинчи чи çÿллĕ те пуян, чаплă шайри элита), вăрçисенчен Япони тĕппипех хытă алра тытăнса тăракан çĕршыв пулса тăнипе патăртуллă.

Эдо тапхăрĕнче япон чун хавалĕ, япон наци шухăшлавĕ çуралать, экономика тата патшалăха ертсе пыракан аппарачĕсем никĕсленеççĕ. Эдо тапхăрĕ — япон çыравлăхĕпе сăввин ылтăн ĕмĕрĕ, паллă та чаплă япон сăвăçĕ Матсуо Басё Эдо тапхăрĕн чаплă пайташĕ. Сакоку тенĕ хăйне хăй хупăнтарнă политика пирки, суту-илÿ тытмасăр тата ытти çĕршывсемпе çыхăну тытмасăр (сайра хутра — Китай тата Нидерландсем) çĕршыв Эдо тапхăрĕнче пĕтĕмĕшле пек тимĕр чатăр хыçĕнче пулать. Католи христианлăхне хытă пусарнă (Кюшу çинчи пăлхану).

Эдо, 1865 е 1866. Фотохром меслечĕн пичет калăпăшĕ. Темиçе фотоÿкерчĕкрен майлаштарнă панорама. Фото авторĕ: Феликс Беато.
Эдо, 1865 е 1866. Фотохром меслечĕн пичет калăпăшĕ. Темиçе фотоÿкерчĕкрен майлаштарнă панорама. Фото авторĕ: Феликс Беато.

Японире шалти тăнăçлăх пулса тăнă пирки суту-илÿпе укçа-тенкĕ çыхăнăвĕсем аталаннă, ку историллĕ пулава вăтам ĕмĕрсенчен çĕнĕ вăхăта куçма май панă. Токугава укçа системи тенĕ пĕр тĕплĕ пĕрлештерÿллĕ укçа-тенкĕ системи никĕсленĕ. Майĕпен вăйсен хушшинчи улшăнусем пулса иртнĕ — экономикапа политикара сĕм ярасси çар кил-йышĕсенчен (самурай сослови) суту-илÿ (сутуçăсен сослови) тытакансен аллине куçнă, ку Токугава шогуначĕн экономикапа идеологи никĕсне хавшатнă.

Çав вăхăтрах, халăх йышĕ хăвăрт ÿсни тата ахаль халăхăн пурнăç шайĕ япахланни тата çĕршыври тата унăн тулашĕнчи лару-тăру тикĕс тăманни патне илсе пынă. Çапла вара, вăхăт иртнĕ çемĕн хуçалакан класс пулса тăнă лару-тăруран тухас тесен хуçалăха тытса пырассине тата хупă тытас политикана çĕнетсе улăштармаллине ăнланма пуçланă. XIX-мĕш ĕмĕр варри тĕлне çĕршыв капиталистлă улшăнусем валли хатĕр пулса тăрать, ку вăл сёгун влаçĕ вăрçă пирки мар, ытларах политикаллă тата экономикаллă лару-тăру пирки путланнине ăнлантарать.

Эдо тапхăрĕн пĕрремĕш çурри

тӳрлет

Токугава сёгуначĕ никĕсленни

тӳрлет

Тсунайоши тапхăрĕ тата Генроку этеплĕхĕ

тӳрлет

Эдо тапхăрĕн иккĕмĕш çурри

тӳрлет

Касей этеплĕхĕ

тӳрлет

XVIII-мĕш ĕмĕр варринче Эдо, йăла тытса пынă Киото тата Осака хулисенчен иртсе, çĕршывăн чи пысăк япон этеплĕхĕн тĕп хули пулса тăрать. Ку вăхăтри Эдо йăлин аталанăвне «Касей этеплĕхĕ» теççĕ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Икута Мичико Образ Японии в России в период Эдо (XVII-XIX вв.) // Известия Восточного института Дальневосточного государственного университета : журнал. — 2005. — № 9. — С. 107—127.
  • 『国史大辞典』15巻、17冊 (Большой словарь истории Японии).東京、吉川弘文館、1972-1997. 第2巻、P.330-339. (яп.)
  • 北島正元『江戸幕府の権力構造』 (Китаджима Масамото. Структура сласти шогуната Эдо).東京、岩波書店、1964. (яп.)
  • 『徳川幕府事典』 (Словарь шогуната Токугава).東京、東京堂出版、2003. (яп.)
  • 『詳説・日本史』 ((Подробная история Японии. Учебник для высшей школы). 東京、山川出版社、1997. P.149 — 236. (яп.)