Ыйхă пӳлĕмĕ
Ыйхă пӳлĕмĕ — хваттерти е пӳртри ыйхă туртмалли вырăн (пӳлĕм).
Хальхи спальня
тӳрлетАПШ-ри пӳртсенче икӗ е ытларах ҫывӑрмалли пӳлӗм, ҫывӑрмашкăн тĕп пӳлӗм тата темиҫе пӳлĕм (ача-пăча, хӑна валли) пур. Хӑш-пӗр чухне ҫывӑрмалли пӳлӗмрен уйрӑммăн туалета тухма пулать.
Ыйхă пӳлӗмӗн тӗп элеменчӗ — выртмалли. Анӑҫри ҫӗршывсенче выртмашкăн кровать лартаççĕ. Японире кровать вырӑнне йăла йĕркипе футон ларать. Хӑш чухне пӗр ҫывӑрмалли пӳлӗмре темиҫе кровать те пулать. Ҫывӑрмалли пӳлӗмре тăтăшах чӑлан, тумбочкă, комод, тӗкӗр, кавир пур. Кровать çумĕнчи тумбă ҫинче яланхилле пысӑках мар лампа, вăраткăç ларать. Ҫывӑрмалли пӳлӗмри сӗтел-пукана экологи тӗлӗшӗнчен паха пулма яланхилле йывӑҫран ăсталаççĕ.
Ҫывӑрмалли пӳлӗме йӗркелесси — пысӑк ĕç.
Шпалер — пӳлĕмĕн чи кирлӗ элеменчĕсенчен пĕри, ăна кăмăла май суйлама пĕлсен вăл интерьере хӑтлӑх кӳрӗ.
Хальхи ҫывӑрмалли пӳлӗмсенче телевизор пур. Сӑмахран, АПШ-ра 43% яхăн виç-тăват ҫулсенчи ачасен ҫывӑрмалли пӳлӗмĕнче телевизор пур.
Ҫывӑрмалли пӳлӗме тӗрлӗ ҫӗршывра тĕрлĕрен тăваççĕ. Сӑмахран, Ҫурҫӗр Америкӑра гардеробсем анлӑ сарӑлнӑ, Европӑра — шкапсем ытларах.
Истори
тӳрлетҪывӑру пӳлӗмне этемлĕх кунçулĕнче нумаях мар каялла шухӑшласа кӑларнӑ. Чул ĕмĕрĕнче тата тимӗр ӗмӗрĕнче ҫынсем пĕрмаях кӑнтӑрла ӗҫленĕ вырӑнтах ҫывӑрнӑ. Чухӑнсем вара килти чӗрчунсемпе (ӗнесемпе тата т.ыт. те) пӗр пӳлӗмре ҫывӑрнă.
Малтанах кроватьсем çинче вӑтам ĕмӗрсенче кӑна выртма тытăннă. XIV ӗмӗрте ĕнтĕ чухӑн ҫемьесенче утӑ тултарнӑ тӳшек çине выртнă. Тӗк тултарнӑ тӳшеке XVI ӗмӗрте кӑна хума тытăннӑ, вăл чылай хушă вара хаклӑ шутланнӑ. Ытлӑ-ҫитлӗ ҫынсен ҫеҫ ҫав вӑхӑтра ҫакӑн пек матрац пулнă. XVIII ӗмӗрте тӳшеке мамӑкран тата ҫӑмран тума пуçланӑ. Пружинӑллӑ матраца 1871 ҫулта шухӑшласа кӑларнӑ.
Германире уйрӑм ҫывӑрмалли пӳлӗмсем XX ӗмӗр варринче сахал пулнӑ.
Литература
тӳрлет- Иван Забелин «Домашний быт русских царей в XVI и XVII столетиях». Издательство Транзиткнига. Москва. 2005. стр. 202-212 ISBN 5-9578-2773-8
- Pascal Dibie: Wie man sich bettet. Von Bärenfellen, Prunkgemächern, Lasterhöhlen und Lotterbetten. dtv, München 1993 ISBN 3-423-30388-3 (deutsche Ausgabe von Ethnologie de la chambre à coucher)
- Christoph Wilhelm Hufeland: Der Schlaf und das Schlafzimmer in Beziehung auf die Gesundheit. Gädicke, Weimar 1802 (Digitalisat)
- Josef Kern: „Wie man sich bettet“. Anmerkungen zum Thema Schlafzimmer. In: Bayerische Blätter für Volkskunde NF 4 (2002), Heft 1