Шурă пулă - осетр йышне кĕрекен пулă. Шурă пулă ытти шеврĕксемпе танлаштарсан чылай пысăкрах çитĕнет: 15 çулта 4 метр тăршшĕ пулма пултарать, йывăрăшĕ 1 тоннăна çитет. Атăлта ытларах чухне 70-80 килограмм таяканнисене тытаçççĕ.

Атăлта тытнă шурă пулă (Татарстан Республикинчи наци музейĕ, Хусан)

Шурă пулă пирĕн тăрăхра питĕ сайра тĕл пулать. Темиçе çул каялла ăна Куславкка патĕнче асăрханă. Хусанти наци музейĕнче вара 4 метртан вăрăмрах шурă пулăн кĕлеткине упраççĕ. Çав пулла 20 ĕмĕр пуçламăшĕнче тытнă пулнă.

Пирĕн тăрăхра шурă пулла пачах та тытма чарнă, Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ.

Каçăсем тӳрлет