Шупашкар гимнĕ

Шурă Шупашкар, — Шупашкар гимнĕ. 2001 çулхи çĕртме уйăхĕн 14 Шупашкар хула депутачĕсен пухăвĕ йышăннă, Г. Максимов кĕвĕленĕ, Кипеч сăвăланă «Шурă Шупашкар» юрă Шупашкар хула гимнĕ пулса тăнă.

Сăмахĕсем

тӳрлет

Чăвашла

тӳрлет
Шурă Шупашкар
Несĕлсем савса ят панă,
Шупашкарăмăр, сана.
Пурнăçра ялан упранă
Сан ятна та сан чысна.


Шурă, шурă Шупашкарăм
Шурă шупăр тăхăнсан.
Эх, илемлĕ эс, хуламăр,
Хамăр ырă пулнăран.


Акăш евĕр курăнатăн
Анлă Атăл хĕрринче,
Çирĕп шанчăк çрататăн
Ӗçлĕ халăх чĕринче.


Шурă, шурă Шупашкарăм
Шурă шупăр тăхăнсан.
Эх, сăпайлă эс, хуламăр,
Хамăр сапăр пулнăран.


Тăвалла пулсан та харсăр
Утмалла сан малалла.
Ут, хуламăр, ывăнмасăр –
Улăп йăхĕ санпала.


Шурă, шурă Шупашкарăм
Шурă шупăр тăхăнсан.
Эх, мăнаçлă эс, хуламăр,
Хамăр сумлă пулнăран.
Шупашкар! Шупашкар!

Урăх çĕртре кăтартни

тӳрлет