Шупашкарти ботаника сачĕ
Шупашкарти ботаника сачĕ — РĂА Н. В. Цицин ячĕллĕ ботаника тĕп сачĕн шупашкар филиалĕ. Хулари Кăкшăм шывĕ тăрăхĕнче сарăлса выртать. Лаптăкĕ — 177,7 га.
Сад пуянлăхĕ
тӳрлет- Чечеклĕ декораци ӳсентăранĕсем (650 тĕспе сорт),
- Падуи сачĕ (570 тĕс),
- Сиплев, сайра тата çухалакан ӳсентăрансем (342 тĕс),
- Шухăш-ĕмĕт çаранĕ (12 тĕс),
- Альп сăрчĕ (45 тĕс),
- Чăваш Енĕн курăк флори (102 тĕс),
- Экологи сукмакĕ (14 тĕс),
- Дендрарий (600 тĕс),
- Фрутицетум (36 тĕс),
- Раççейри тирекпе хăва (23 тĕспе гибрид),
- Помологи сачĕ (9 тĕспе 117 сорт).
Кун-çулĕ
тӳрлетБотаника садне Шупашкар хулинче йĕркелес шухăш XX ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчех хыпса тухнă. Хулан 1957 çулхи тĕп планĕнче пĕрремĕш хут садăн чиккине палăртнă.
1960 — 1978 çç. проект-тĕпчев ĕçĕсене тунă тата кăштах тĕп ĕçне те тапратса янă.
1978 çулчен Ботаника сачĕн хальхи территоринче тĕрлĕ питомник, вăрман пулнă.
1978 çулта хулан кăнтăр айкинче Ботаника садне хута яма çĕр касса панă. Чăваш АССРĕн Министрсен канашĕн йышăнăвĕпе Шупашкарта Пурăну çурт коммуни хуçалăхĕн Управлени йышĕнче хăй тĕллĕ «Симĕс хуçалăх конторине» ĕçе янă.
1979 çулта парк зонине никĕсленĕ — Ботаника сачĕсен схемине пурнăçа кĕртнĕ, дендрарийе (калча комплексĕсем) хута янă. 1980 çулта пĕрремĕш кĕперсене хунă, территорине курăк акнă.
1983 çулта Ботаника сачĕн музейне тата гербарийе ĕçе кĕртнĕ.
Вăтам Атăлçире экологи лару-тăрăвĕн йывăр пулăмĕсене тăнăçлатас пĕлтерĕшĕ ӳссе пынă май 1989 çулта СССР Ăслăлăх Академин Президиумĕн йышăнăвĕпе Шупашкарта СССР ĂА ботаника тĕп садне йĕркеленĕ. Ку Ăслăлăх академин Чăваш Республикинчи пĕрремĕш кĕçĕн пайĕ пулать.
Вуламалли
тӳрлет- Путеводитель по Чебоксарскому ботаническому саду. — Шупашкар, 1987.
- Чебоксарский филиал главного ботанического сада им. Н. В. Цицина Российской академии наук: путеводитель / Отв. ред. Ю. А. Неофитов. — Шупашкар, 2004.
- Неофитов Ю. Ботанический сад в Чувашии // Советская Чувашия. 2004. 21 октября. № 209—210.
- Неофитов Ю. Инженерные сооружения…Биологического характера // Советская Чувашия. 2001. 5 мая.