Шупашкара килтĕм хăнана
Шупашкара килтĕм хăнана — XX ĕмĕр варринче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Тимофей Фандеев композитор Валентин Урташ сăввипе çырнă.
Шупашкара килтĕм хăнана | |
Юрă | |
---|---|
Жанр | лирикăллă юрри |
альбомĕн трек-лисчĕ | |
- |
Юррăн сăвви
тӳрлет
Шупашкара килтĕм хăнана
1. Утса тухми улăх, ай варринче
- Татса пĕтми çырла çĕрĕнче
- Çырлаях та çисе ÿсмен пулсан
- Çырла питлĕ пулман пулăттăм
- Çырлаях та питлĕ, ай, сăнăма
- Сăнăма мар, чипер чунăма
- Кăтартма-ши килтĕм хулана
- Шупашкара килтĕм хăнана
2. Касса уçми тулă, ай пуссинче
- Ялти ятлă хĕрсен хушшинче
- Сарă тулă вырса курман пулсан
- Сар çивĕтлĕ пулман пулăттăм
- Сарăях та кăтра, ай, çÿçĕме,
- Çÿçĕме мар, ĕлккен ĕçĕме
- Кăтартма-ши килтĕм хулана
- Шупашкара килтĕм хăнана
3. Асран кайми Чăваш çĕршывĕнче
- Атăлпала Сĕве шывĕнче
- Пĕве-сийе çуса ÿсмен пулсан
- Яштак пÿллĕ пулман пулăттăм
- Йăрăсах та çамрăк, ай пĕвĕме
- Пĕвĕме мар хитре кĕввĕме
- Савтармашкăн килтĕм хулана
- Шупашкара килтĕм хăнана
Юррăн кĕвии
тӳрлетТимофей Фандеев композитор.