Шули
Шули | ||
---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||
|
||
Латинла çырни | ||
Actitis hypoleucos |
Шули (лат. Actitis hypoleucos) — шур таки йышне (Scolopacidae) кĕрекен вӗҫенкайӑк.
Вуламалли
тӳрлетКаҫӑсем
тӳрлетУйрăмлăхĕсем
тӳрлетШули ытти кайăксенчен çинçе те вăрăм тата тӳрĕ сăмсипе плăрса тăрать Çавăн пекех унăн сарă урисем çав тери вăрăм. Тĕкĕ икĕ тĕрлĕ пулать. Пĕри сăрă-хăмăр тĕслĕ, хура пăнчăсемлĕ, тепĕр тĕсĕ сăрă, хырăм айĕ шурă, пуçĕпе мăйĕ вара çутă сăрă тĕслĕ. Кĕлетки 23 сантиметр кăна, 55-85 грамм таять.
Апачĕ
тӳрлетКу кайăк ытларах хурт-кăпшанкăпа тата шывра пурнакан çурăм шăммисĕррисемпе тăранса пурнать, апатне шырама ăна вăрăм сăмси питĕ пулăшать
Ӗрчевĕ
тӳрлетШулисем Африкăра хĕл каçаççĕ. Çура пирĕн ене вĕçсе килеççĕ. Килсен туй вăййи пуçлаççĕ. Çĕртмере чĕпсем тухаççĕ. Çурла уйăхĕнче ку кайăксем кăнтăра вĕçеççĕ.