Штурмлакан инженери-сапёр бригади
Штурмлакан инженери-сапёр бригади — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче ССР Пĕрлешĕвĕн ХВ Хĕрлĕ Çарăн Аслă Тĕп Çарпуçлăхĕн резервĕ йышĕнчи инженери çарĕсен формированийĕ (пĕрлешĕнĕвĕ).
Бригадăна хӳтĕленме хатĕрленĕ пурăнан вырăнсене штурмлама тата тăшманăн хӳтĕленме хытă çирĕплетнĕ каскăчсене çĕмĕрсе кĕмешкĕн йĕркеленĕ пулнă.
Инженери-сапёр бригадине тепĕр хутчен йĕркелесе тунă. Кĕскен чăн ячĕ — шисбр. Хăш чухне «панцăрлă пехота» термин та тĕл пулать.
Истори
тӳрлетПĕрремĕш штурмлакан инженери-сапёр бригадисене 1943 çулхи çу—утă уйăхĕсенче йĕркеленĕ. Кашнин йышне кĕнĕ:
- бригада тытăмлавĕ — 40 çын (012/88 № штат);
- тытăмлав роти — 87 çын (012/89 № штат);
- 5 штурмлакан инженери-сапёр батальонĕ; кашнинче 388 çын (012/127 № штат);
- шыв урлă каçмашкăн çăмăл парк — 36 çын (012/90 № штат);
Бригада шутĕнче пурĕпе 2204 çын пулнă.
1943 çулхи юпа уйăхĕнче бригада йышне медико-санитари взвочĕпе (йышĕ — 16 çын (012/152 № штат) тата минă шыракан йытăллă ротăна (90 çын тата 72 йытă (012/110 № штат) кĕртнĕ. 1944 çулта минă шыракан йытăллă ротăна бригада йышĕнчен кăларма тытăннă.
Пурĕпе Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вахăтĕнче 20 штурмлакан инженери-сапёр бригадине йĕркеленĕ, вĕсем çапăçу операцисенче хăйсене чи лайăх енчен, уйрăмах хуласене штурмланă чухне, кăтартнă.
Литература
тӳрлет- Г. В. Малиновский Бригады инженерных войск Красной Армии 1941—1945 гг. / Под общей редакцией Н. И. Сердцева. — М.: Издательство Патриот, 2005. — ISBN 5-7030-0924-3
- П. Вотье Составные элементы современной военной доктрины // Военная доктрина генерала Дуэ. — М.: Воениздат НКО СССР, 1937.
- Никифоров Н. И. Штурмовые бригады Красной Армии в бою. — М.: Эксмо, 2008. — ISBN 978-5-699-25628-0