Шпалер
Шпалер — пӳлĕме, хăш чух маччана та, çыпăçтармалли материал, яланхиллех рулонпа сутаççĕ. Шпалерсене хутран, пусмаран тата полимертан (винил тата урăххисем) тăваççĕ. Тӗп виҫе: сарлакӑшӗ-0,53, 0,70, 1,06 м, тӑршшӗ-10 тата 25 м.шпалерӑн Тӗп тӗсӗсем: хут, винил, хутпа физелин никӗс ҫинче.[1]
Шпалер усăллăхĕ
тӳрлетШпалера ытларах декорациллĕ тĕлĕпе усă кураççĕ, стенан шăтăкĕсене, çурăкĕсене хуплаççĕ. Çавна пула пӳлĕмре таса сывлăш тăрать. Шпалерпа стенасен хуплаççĕ, çавăнпа ĕнтĕ вĕсен тĕсĕ пӳлĕмри çутăлăхне улăштарать.
Пулса тухнин кун-çулĕ
тӳрлетXVIII ĕмĕрчен Европăра тĕртнĕ шпалерпа ĕçленĕ, ăна стенапа мачча çине çапса çыпăçтарнă. Хутлă шпалерсене тахçанхи йăлапах Тухăç Азире (Китай, Япони) усă курнă.
Функци
тӳрлетИккӗш те, тӗпрен илсен, таса пулма пулӑшакан декораци ӗҫне тӑваҫҫӗ. Шпалерпа стенасем ҫийӗпе витнӗрен вӗсен тӗсӗ пӳлӗме ҫутатса тӑма пулӑшать.
Ҫавӑн пекех сасса вӑйлатакан функцисене те пурнӑҫлама пултараҫҫӗ, ҫавна тума сасса чарса тӑракан ҫӳхе материалсемпе (ытларах текстиль производствин каяшӗсемпе) усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑн пек иккӗш те ӗҫ сассине илтсе пулса пыракан пӳлӗмсенче усӑ кураҫҫӗ.
Шпалер тĕсĕсем
тӳрлет- Хутлă шпалер
- Виниллă шпалер
- Текстиллĕ шпалер
- Шĕвек шпалер
- Кантăклă шпалер
- Фотошпалер
Шпалер усăллăхĕ
тӳрлетÇаплах шпалерсем сасăна çăтса илеççĕ, çак чухне сӳсленчĕк сасă тытса чаракан материалсемпе усă кураççĕ, (ытларах текстиль тупăшлă каяшĕ). Çавăн пек шпалера сасă янракан пӳлĕмсенче çыпăçтараççĕ.
Шпалер уйрăмлăхĕсем
тӳрлет- Ахаллисем
- Сăрласа хытарманнисем (ӳкерчĕке шурă е тĕслĕ хут çине пичетлеççĕ)
- Сăрласа хытарнисем (ӳкерчĕке малтанах сăрласа хатĕрленĕ хут çине пичетлеççĕ)
- Фон шпалерĕсем (ӳкерчĕксĕр, пĕр тон мат тĕсĕллĕ)
- Тиснёные (рельефпа кăнтарса тăракан ӳкерчĕк)
- Шыв тытаканнисем
- Пичетленисем, шыва хирĕç тытăмлă полимер хушса тунă сăрланисем;
- Полимер эмульсипе тата лакĕсемпе тунă хӳтĕлӳ сийĕпе пит енче пичетленисем;
- Сасă çăтаканни
- Ворс сийĕллĕ хут
- Физеин шпалер
- Физелинран тунӑ шпалер-шпалер класӗ физелина никӗсӗ ҫинче, вӑл композици хутламӗ шутланать, ӑна натураллӑ (целллозпа т.ыт. те) тата хими (сӑмахран, полиэстер) волокон. Ҫавӑн пек шпалер тытӑмне вӗри хӗсӗк меслетпе тивӗҫтереҫҫӗ. Физелин шпалерӗсем экологи тата антивандаллӑ обойсен класӗсем шутне кӗреҫҫӗ[2].
Каçăсем
тӳрлет- Шпалер çыпăçтармалли йĕрке
- Шпалер тĕсĕсем (тĕплĕн)
- Шпалер классификацийĕ. 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Шпалерсем
- Ача пӳлĕмне шпалер мĕнле суйламалла? 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Шпалер тӗсне суйласа илни
- ^ Физеин шпалер уйрӑмлӑхӗсем 2021 ҫулхи Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.