Шнапс
Шнапс (ним. Schnaps, акăл. Schnapps) — нимĕç йывăç çимĕçĕсемчен туни бренди.
Технологи
тӳрлетЙывăç çимĕçсене алпа пуçтарса тасатаççĕ, çăваççĕ. Темиçе уйăхсем (2—4) кăрчама йӳçет. Кайран кăрчама иккĕ хут пăслан-тарса тасатаççĕ. Чылайăш шнапс кĕленчере усравлаççĕ, сайра — пичкере. Шнапс ялан чĕртаварăн шăрши, техĕмĕ илет. Ют ароматизаторсем, сăрăсем тата сахăр шнапс тăвакансем усă курмаççĕ.
Сарăлни =
тӳрлетШнапс вăтам Европăра паллă алкоголь ĕçми: Германи, Австри, Дани, Швейцари, Люксембург. Австрире чи паллă шнапс тăвакан енĕ — Тироль. Кунта 17-мĕш ĕмĕртен шнапс тума тытăнă.
Шнапс уйрăм йышсем
тӳрлетТĕрлĕ чĕртавартан тĕрлĕ шнапс тума пулать:
- чие — Kirsch Schnaps;
- пан улми — Apfel Schnaps;
- груша — Birnen Schnaps e Williams Schnaps;
- персик;
- слива — Pflaume Schnaps;
- абрикос
- йĕплĕ хурлăхан.
Урăх чĕр тавартан туни шнапс питĕ сайра пулать:
- кишĕр — (Karotten Schnaps), пилеш, хăмла çирли (Himbeere Schnaps),импĕр (Ingwer Schnaps), уртăш.
Паллă хуçалăхсем
тӳрлет- Австри: Rochelt, Reisetbauer, Weiser.