Шнайдер Мария

Мари́я Шна́йдер (фр. Maria Schneider; 27.3.1952, Парис, Франци — 3.2.2011, [1], унтах) — франс актриси. Ашшĕ — Даниэль Желен[fr] франс актёрĕ, амăшĕ — Мари-Кристин Шнайдер (фр. Marie-Christine Schneider) франс фотомоделĕ. «Професси: репортёр» (Джек Николсонпа пĕрле) тата «Парисри юлашки танго» (Марлон Брандопа пĕрле) фильмсенче çапăннă хыççăн паллăха тухнăскер.

Мария Шнайдер
Maria Schneider
Фото
Çуралнă вăхăт: 1952, пуш, 27
Çуралнă вырăн: Парис, Франци
Вилнĕ вăхăт: 2011, нарăс, 3 (58 çулта)
Вилнĕ вырăн: Парис, Франци
Гражданлăх: Франци Франци
Професси: XX, XXI ĕмĕрти франс актриси
Карьера: 1969—2008
Чыславсемпе парнесем: Шаблон:Ӳнерсен тата литература орденĕн кавалерĕ Давид ди Донателло (1973)

Биографи

тӳрлет

Амăшĕпе внпиллĕке çитиччен пурăннă, кайран Парисе куçса кайнă та 1969 çулта кинора пĕрремĕш роле тивĕçнĕ. 1972 çулта Бернардо Бертолуччи режиссёр ӳнерленĕ «Парисри юлашки танго» фильмра Марлон Брандопа выляса тĕнчери паллăлăха тухнă.

Çак роль, чаплăхсăр пуçне, нумай проблемă та тупăннă - Марие çакнашкал сăнарсенех сĕнсе йăлăхтарнă. Унăн таврашĕнче харкашусем сиксе тухкаланă. Желен чăнах унăн ашшĕ-ши текеннисем те тупаннă. Алкогольпе тата наркотикпа иртĕхнине пула Шнайдер чылай хушă пульницăсенче сипленме тивнĕ. 1976 çулта ăна Бертолуччи «Çирĕммĕш ĕмĕр» фильма ĕçлеме чĕннĕ, анчах хăйĕн усал йăлине пула ăна тухса кайма ыйтнă. 1977 çулта каллех ăна Луис Бунюэлĕн «Этот смутный объект желания» фильмĕнчен кăларса янă. Бунюэль Шнайдера икĕ актрисăна — Кароль Буке тата Анхела Молина — илнĕ.

Кйрантарах Микеланджело Антониони, Жак Риветт, Франко Дзефирелли, Энки Билал, Марко Беллоккьо, Бертран Блие режиссёрсен фильмĕсенче вылянă, çаплах Сирил Колларăн «Дикие ночи» (1992) этеплĕ фильмĕнче ĕçленĕ. Телекурăмра тăрăшнă.

Рак чирĕпе чылай кĕрешнĕ хыççăн 2011 çулта вилсе кайнă.

Суйланă фильмографи

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Thompson D. Remembering Maria Schneider // The New Republic, 2011.

Каçăсем

тӳрлет