Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Шел (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Шел (перс. شال, санскр. साडी)[1] — çыхнă е тĕртнĕ пысăк тутăр.

Шел
Тĕртнĕ тутăр çыхнă хĕрарăм.

Кун-çулĕ

тӳрлет

XV ĕмĕрте Кашмирте пĕрремĕш шелсене — уртса ямалла тăваткал пашмина (вĕсене виçкĕтесле хуçлатса пуç çине тăхăннă) — тума тытăннă, вĕсем пĕтĕм пӳне хупланă.

Европăра

тӳрлет
 
Франци республикинче тăхăнса çӳренĕ тĕрлĕ шелсем. Огюста Расине Le costume historique кĕнекинчи 1888 çулăн литографийĕ.

Францире кашемир шелĕсемпе I Наполеонăн Икĕпат харçи (1798—1799) хыççăн çӳреме тытăннă. Унăн пĕрремĕш арăмĕ, Жозефина Богарне, хăйĕн гардеробĕнче 400 яхăн шел тытнă, кашнийĕ ылтăн çӗрӗ витĕр тухма пултарнă. Вĕсене вăл кӗпе çине уртса та, витĕнсе те çӳренĕ, хăйĕн йыттине выртма сарса панă иçмасса.

Раççейре

тӳрлет
 
Чĕнтĕр шел, 280х105 см, çăм.

Çав вăхăтрах шелсене Раççейре те тума тытăннă. Чи малтанхи тутăрсем ĕнчĕ пекреххисем пулнă, каярахпа вĕсене вырăс халăх мотивĕсемпе çыхăнтарнă.

Çавăн пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Shawl: The American Heritage Dictionary of the English Language 2007 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет