Шашков Иван Ефимович

Шашков Иван Ефимович - инженер-механик, маякилтерĕш математик, РФ наукипе техникин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ[1].

Кун-çулĕ тӳрлет

1909 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче хальхи Красноармейски районĕнчи Пайсупин (Мамçа) ялĕнче çуралнă. 10930-1935-мĕш çулсенче Лениградри патшалăх университечĕн физика-математика факультетĕнче вĕреннĕ. Кайран метрологипе авиаци хатĕрĕсем тăвакан 224-мĕш заводра инженер пулса ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансан хăй ирĕкĕпе форнта кайнă. 1941-мĕш çулхи çĕртмен 2-мĕшĕнчен взвод командирĕ пулса Ленниградри Выборг енне сыхланă. Хăй вăхăтĕнче Иван Ефимович “вăрттăн” çынсенчен пĕри пулнă, çавăнпа вăл мĕн ĕçлесе пурăннине тăванĕсем те пĕлмен.

1946-1950 çулсенче Мамçа çынни вĕçекен пĕрмĕш ракетăсен çирĕплĕхне ăсталас, вĕсене тăвас тата полигонра тĕрĕслес енĕпе вăй хунă. 1950 çулта пирĕн ентеш СССР Оборона министерствин 4-мĕш наука тĕпчев институчĕн коллективĕнче техника наукисен кандидачĕн ятне пуринчен малтан илме тивĕç пулнă. Тепĕр вунă çултан - доктор, профессор.

Кун-çулĕн 52 çулне вăл çĕршыва хӳтĕлес тата тĕнче уçлăхне тĕпчес ĕçе халалланă. 1957 çулта Байконурта континентсене вĕçекен баллистика пĕрремĕш ракета - Р-7 тĕрĕслеври иккĕмĕш минутра сирпĕнсе каять. С.Королев тĕп конструктор сăнав стартне киноаппаратпа ӳкерсе илнĕ И.Шашкова авари сăлтавне тĕпчекен комисси председательне çирĕплетет. Иван Ефимовичпа юлташĕсем лару-тăрăва тĕрĕс хакласа кирлĕ хутсем тăратаççĕ. 1959-1962 çулсенче Иван Шашков профессор вĕçекен ятарлă аппаратсемпе носительсен çирĕплĕхĕпе конструкцийĕсене тĕрĕслекен лаборатори пуçлăхĕ пулнă. Пĕр çул наука консультанчĕ, 1964-1966 çулсенче наука енĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ, 1966-1969 çулсенче вĕçекен ятарлă аппаратсен пай пуçлăхĕ шутланнă.[2].

Ӗçĕсем тӳрлет

И.Шашков инженер-полковник 150 ытла наука ĕçĕ, 2 монографи çырнă, 12 ăслай авторĕ.

Пĕтĕм пурнăçне çар тата космос промышленноçĕн хăватне ӳстерме, вĕсем валли ăста инженерпа техника кадрĕ хатĕрлес ĕçе халалланă. Вăл наукăн икĕ докторĕпе 9 кандидатне хатĕрленĕ.

Чысĕсем тӳрлет

  • II степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе 2 хут;
  • “Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн”;
  • “Ленинграда хӳтĕленĕшĕн” медалĕ;
  • С.Королев ячĕллĕ медалĕ;
  • Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă;
  • Раççей Федерацийĕн наукăпа техникăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Вуламалли тӳрлет

  1. ^ Н.Б. Смирнова.Шашков Иван Ефимович — Электронла чăваш энциклопеди
  2. ^ Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕ Шашков çинчен

Каçăсем тӳрлет