Ша́хмат хăми — шахмат, шашки тата сĕтел вăййисен урăх стратеги вăййисем валли выляв уйĕ. Йăла йеркипе шахмат хăми 8x8 (пурĕпе 64) умлă-хыçлă ула-чăла клеткăсем (уйсем). a1 уй йĕркепе хура. Тĕрлĕ вариантра клетка шучĕ улшăнма пултарать, чи пысăк улăштару — клетка ĕлкине улаштарни. Çапах та, иккĕ сăрă тĕслĕхĕ — шахмат хăмин пĕрмайхи паллăхĕ.

Вăйă умĕн фигурăсене лартса вырнаçтарнă шахмат хăми

Куçнисене çырса пыма ансат пултăр тесе шахмат хăмин клеткисене нумĕрлеççĕ: горизонт йĕрĕпе сулахайран сылтăмалла латин алфавичĕн сас паллисемпе (A - H); вертикаль йĕрĕпе клеткăсене арап цифрипе (1 - 8) çӳлтен аялалла палăртаççĕ. Нумĕрленĕ клетка символĕсене хăман периметрĕпе, ӳкерчĕк çинчи пек, çырса хураççĕ.

Сĕтел çинче вылямалли (компьютер е портативлă пулмасан) чухнехи шахмат хăмине варринчен пуçтарăнса хупăнмалла конструкципе йывăçран хатĕрлеççĕ.


Шахмат хăми валли вăйăсем тӳрлет

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет