Шахиншах

Шахинша́х е шаханша́х («Шаханшах» вариант оригинала çывăхрах, çапах та сайра, ятарлă литературăра кăна, ускураççĕ. Пĕрлехи сăмахсарсенче «шахиншах» çыраççĕ; (ав.-перс. 𐎧𐏁𐎠𐎹𐎰𐎡𐎹 𐏐 𐎧𐏁𐎠𐎹𐎰𐎡𐎹𐎴𐎠𐎶 xšāyaθiya xšāyaθiyānām, пехл. šāhān šāh, перс. شاهنشاه [shāhanshāh] — «патшасен патши») — авалхи перс (миди кăкĕнчен тухнăскер, ăна Ахеменидсем йышăннă), каярах иран монархĕсен титулĕ, Европăра ăна император титулĕ тан пулать. Титула асăнни — Унăн Император Аслăлăхĕ.
Пĕрлехи хыпарсем тӳрлет
Титула пĕрремĕш Иранăн Сасанид тытăмçисем хăйсем çине илнĕ, çапах та унпа Ахеменидсен «xšāyaθiya xšāyaθiyānām» династинче те усӑ курнă, çавăнпа ĕнтĕ Иранра ахеменид патшине II Кир Аслине пĕрремĕш шаханшах тесе асăнаççĕ. Ахеменид тата Сасанид династинсенче кăна мар, "патшасен патши" титула, п. эрч. II ĕмĕртен пуçласа, Пархи тытăмçисем — Аршакид династин элчисем — тивĕçнĕ[1].
Пурĕпе, титулпа, тăхтавсемпе пĕрле, 2500 çул тапхăрта ускурнă. Иранăн юлашки шаханшахĕ Мохаммед Реза Пехлеви пулнă, ăна 1979 çулта ислам революцийĕ вăхăтĕнче астулран антарнă. Унăн ывăлне — Реза Пехлевине — иран монархисчĕсем саккуннăн шаханшах тесе йышăнаççĕ.
Чăваш литературинче шахиншах титула авалхи Персие асăннă чухне яланах «патшасен патши» тесе çыраççĕ, хальхи Иран пирки апла пулмасть.
Çакăн пекех Basileos Basileon грек титулне Ираклий висанти императорĕ Сасанидсене çĕнтерсен хăй сине илнĕ.
Ахеменидсем хыççăн титула йышăннă династисем тӳрлет
Династи | Патшалăх | Тытăмри çулсем |
---|---|---|
Аршакидсем | Аряншахр | п. эрч. 170 ĕмĕр — п. э. 226 ĕмĕр |
Арташесидсем | Мăн Эрмени | п. эрч. 88 çул — п. э. 1 çул |
Сасанидсем | Эраншахр | 226—651 |
Багратидсем | Эрмени[2] | 921—1045 |
Багратионсем | Грузин патшалăхĕ[3] | 1124—1490 |
Бувайхидсем | Ирак тата Иран | 932—1062 |
Хулагуидсем | Хулагуидсен патшалăхĕ | |
Бахарлăсем | Кара-Коюнлу | |
Баяндурсем | Ак-Коюнлу | |
Сефевидсем | Сефевидсен патшалăхĕ | 1501—1794 |
Бабуридсем | Аслă Моголсен империйĕ | 1526—1858 |
Афшаридсем | Афшаридсен патшалăхĕ | 1736—1795 |
Зендсем | Иран | 1782—1794 |
Каджарсем | Аслăран Аслă Иран патшалăхĕ | 1796—1925[4] |
Пехлеви | Иран шаханшах патшалăхĕ | 1925—1979 |
Асăрхавсем тӳрлет
- ^ Fowler R. ‘Most Fortunate Roots’: Tradition and Legitimacy in Parthian Royal Ideology // Imaginary Kings. Royal Images in the Ancient Near East, Greece and Rome / Ed. by O. Hekster, R. Fowler. Stuttgart, 2005. P. 142
- ^ Шахиншах — энциклопедии Британника
{{{content}}}
- ^ Georgia in the XI-XII centuries = საქართველო XI-XII საუკუნეებში / Mariam Lortkipanidze ; Editor: George B.Hewitt
{{{content}}}
- ^ 1943- çулчен хапсăннă