Шалти сулăну
Шалти сулăну — электромагнитла е сасă хумĕсем икĕ талккăш чиккинчен сулăнни, енчен те малтанхи талккăшра хумсен сапаланăвĕн хăвăртлăхĕ пĕчĕкрех пулсан (çутă пайăркисем чухне ку хуçăлу кăтартăшĕ пысăкраххине пĕлтерет).
Шалти тулли мар сулăну — çавнашкал шалти сулăну, енчен те хум чикке ÿкнин кĕтесĕ синкерлĕ кĕтесрен пĕчĕкрех пулсан. Кун пек чухне пайăрка икке пайланать: пĕри хуçăлать, тепри сулăнать[1]
Шалти тулли сулăну — çавнашкал шалти сулăну, енчен те хум чикке ÿкнин кĕтесĕ синкерлĕ кĕтесрен пысăкрах пулсан. Кун пек чухне ÿкекен хум тĕппипех сулăнать, сулăну коэффициенчĕ вара тĕплĕн якатнă çийсен капĕнчен те пысăкрах. Шалти тулли сулăну чухне сулăну коэффициенчĕ хум тăршшĕнчен килмест.
Çавăн пекех
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ QuantumBoffin Total Internal Reflection (акăлч.). youtube.com (2012-01-13). Тĕрĕсленĕ 27 Нарӑс уйӑхӗн 2021.