Шай яракан
Шай яракан, — шай тăрăх юмăç яракан, юмăç пăхакан. Шайне алăк умĕнче, пӳрт варринче /кăвапи тĕлĕнче, мачча айĕнче/, сакай алăкĕ, тĕнĕ шăтăкĕ тĕлĕнче ярса пăхнă. Шай янă çĕре хăлтăсем, япаласем пăрахнă. Вĕрсе-сурса юмăç кĕллин сăмахĕсене каланă. Хăш сăмахра шай çав япаласен тĕлĕнче улшăнса сулланнине е чарăннине пăхса инкек янă усалăн тупсăмĕ тупăнать тесе ĕненнĕ.
Юмăçа пынă çынна тĕшмĕшлесе юптарса каланă. "Шай çакна кăтартать, çапла тума хушать. Çапла тусан, çавăн чухлĕ укçа парсан инкек тухса каять" тесе ĕнентернĕ.