Шаблон:Кун пулăмĕсем:09-10
- 1627 — кардинал Ришелье Ла-Рошельре Анри де Роган ертсе пынă гугенотсене хупăрласа илнĕ
- 1693 — Пётр I хушнипе 24 тупăллă «Таса Павăл» карапа тума тытăнаççĕ.
- 1725 — Екатерина I Александр Невскин орденне хута кĕртнĕ.
- 1839 — Тăван Çĕршывăн 1812 çулхи вăрçине асăнса Çăлăвçă Христос храмĕн никĕсне мăнаçлăн хунă.
- 1855 — Крым вăрçи: Англи, Франци тата Сардини çарĕсем Севастополь хулана туртса илеççĕ.
- 1894 — Лондонра, тĕнчере пĕрремĕш, автомобиле ӳсĕр пуçпа тытса пынăшăн водителе штрафланă.
- 1919 — Сен-Жермен керменĕнче (капăрл.) Антанта патшалăхĕсемпе Австри хушшинчи лăпкăлăх килĕшĕвĕ çине алă пуснă
- 1960 — XVII çуллахи Олимп вăййисенче марафон ăмăртăвĕнче кунчен паллă пулман çара уран чупнă эфиоп спортсменĕ Абебе Бикила çĕнтерет.