Шаблона сӳтсе явмалли:Пунктуаци паллисем
Çÿлти ÿкерчĕк ытлашши пек туйăнчĕ. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:00, 24 Чӳк уйӑхӗн 2022 (UTC)
Дефис
тӳрлетДефис — пунктуаци палли мар. Пăнчă та, сăмаха кĕскетнĕ чухне, пунктуаци палли пулмасть. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:40, 27 Чӳк уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Виçĕ пăнчăна сăмах варрине мĕнле те пулин сăлтавпа кĕртсе лартсан, вăл каллех пунктуаци палли пулмасть: Пăн...чă, мул...кач. Çаксем пирки вырăсла Википедин ытти статйисенче каланă. Дефис пунктуаци палли пулманни пирки те. Сăмах май каласан, пунктуаци палли тени иккĕлле ăнланма хистет: признак пунктуации тенĕ пек, сăмахран. Ун пек ан пултăр тесен, урăхла çавăрттарса хума май пур — пунктуацилле паллă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:06, 27 Чӳк уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Вырăс чĕлхинче пулать, чăваш чĕлхинче пулмасть. Интереслĕ. Viktor (сӳтсе явни) 11:02, 27 Чӳк уйӑхӗн 2022 (UTC)
Çĕнĕрен
тӳрлетСтатьясен дизайнне шаблонăн унчченхи вариантне пăхса йĕркеленĕ. Халь çавă пĕтемпех арканать. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:43, 27 Чӳк уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Малтанхи кивелнĕ. Википедире диалектика хуçаланать. Манран килмест çав йăла. Viktor (сӳтсе явни) 11:00, 27 Чӳк уйӑхӗн 2022 (UTC)
Пăнчăллă хÿре темеççĕ
тӳрлетПăнчăллă хÿре темеççĕ Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:45, 27 Чӳк уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Хӳреллĕ пăнчă, паллах. Пуç ывăннипе пулнă ку. Viktor (сӳтсе явни) 10:55, 27 Чӳк уйӑхӗн 2022 (UTC)
Чат вырăсла тăвассишĕн
тӳрлетИкĕпăнчăлăх, нумайпăнчалăх тенисене чат вырăсла тăвассишĕн çеç майлаштрнă. Мĕншĕн нумайпăнчăлăх темелле, енчен унта пăнчăсем шăп-та шай виççĕ пулсан? Икĕпăнчăлăх тенинче те юлашкинчен -лăх хушса хуни ним тума та кирлĕ мар. Нумайпăнчăлăх тесен ăна «отточие» текен паллăпа арпаштарма пулать. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:51, 27 Чӳк уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Лайаххирех пулсан, улăштармалла. Viktor (сӳтсе явни) 10:56, 27 Чӳк уйӑхӗн 2022 (UTC)