Шăван кайăк - çерçирен пĕчĕкрех кайăк, ăна ытти кайăксенчен çурла сăмсипе уйăрса илме пулать. Çерçи йышне кĕрет.

Шăван кайăк

Нумай çул ӳснĕ çулçăллă вăрмансене килĕштерет. Çăмартисем (5-7) шурă, хăмăртарах хĕрлĕ пăнчăсемлĕ. Ами чĕпписене 13-15 кун пусса ларать. Тепĕр 15 кунтан чĕпписем йăваран тухаççĕ те йывăç вулли тăрăх çӳлелле чакаланса хăпараççĕ, хĕвел çинче хĕртĕнсе лараççĕ. Шăван кайăк кăнтăралла каймасть.

Хĕллехи вăхăтра вĕсен йышĕ пирĕн тăрăхра çурçĕртен куçса килнĕ кайăксемпе йышланать.

Каçăсем тӳрлет