Чӑн крокодилсем (йӑх)

Чӑн крокодилсем (йӑх)
Чӑн крокодилсем (йӑх)
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Латинла çырни
Crocodylus

Чӑн крокодилсем (йӑх) (лат. Crocodylus, грек чӗл. κροκόδειλος, «чул хурчӗ») — чӑн крокодилсен йышшинчи шуса çӳрекенсен, крокодилсен ушкӑнӗн чи тӗрлӗ тӗсли, ӑнӑҫулли, чи анлӑ сарӑлнӑ типлӑ йӑхӗ. Унӑн пайташӗсем Европапа Антарктидасӑр пуҫне, унта шултра шуса ҫӳрекенсем пачах та тӗл пулмаҫҫӗ, тӗнчен пур кӗтесӗсенче те пурӑнаҫҫӗ. Ытларах Африкара, кӑнтӑр Азире, ҫурҫӗр Австралире тата Океанире сарӑлнӑ, Ҫурҫӗр, Вӑта тата Кӑнтӑр Америкӑра тӗл пулаҫҫӗ. Йӑха 13—14 хальхи тӗс кӗрет:

  • Crocodylus porosus — Кикириклӗ крокодил
  • Crocodylus niloticus — Нил крокодилĕ
  • Crocodylus rhombifer — Куба крокодилӗ
  • Crocodylus acutus — Шӗвӗр сӑмсаллӑ крокодил
  • Crocodylus intermedius — Ориноко крокодилӗ
  • Crocodylus palustris — Шурлӑх крокодилӗ
  • Crocodylus siamensis — Сиам крокодилӗ
  • Crocodylus mindorensis — Филиппинсен крокодилӗ
  • Crocodylus moreletii — Вӑта Америка крокодилӗ
  • Crocodylus novaeguineae — Ҫӗнӗ Гвинея крокодилӗ
  • Crocodylus halli
  • Crocodylus johnstoni — Австрали ансӑр сӑмсаллӑ крокодилӗ
  • Crocodylus suchus — Хӗвеланӑҫ Африка крокодилӗ

? Crocodylus raninus † Crocodylus anthropophagus † Crocodylus falconensis † Crocodylus checchiai † Crocodylus palaeindicus † Crocodylus thorbjarnarsoni

Вуламалли

тӳрлет
  • Новое в жизни, науке, технике. — Знание, 1967.

Каҫӑсем

тӳрлет