Чунçӳрев

«Пилигрим» ыйтни кунта куçать; çавăн пекех урăх пĕлтерĕшсене пăхăр.
Чунçӳрев — Сăваплă çĕре тата христиан тĕнĕшĕн сакрал пĕлтерĕшлĕ çĕр çинчи урăх вырăнсене пуç тайма тата кĕл тума çӳрени; тĕн йăлине тытакансем сăваплă вырăнсене пуçтайма кайни.

Çак çӳреве тухнă Турра кĕл тăвакана пилигрим (лат. peregrinus «ютçĕр çынĕ, çӳрекен») теççĕ.
- Хадж — мăсăльмансем Меккăна, Мединăна çитсе çырнă ритуалсене унта иртерни;
- Ко́ра — Ĕнчĕ, Непал тата Тибет тĕнĕсен сăваплăхĕсем тавра ритуал туса çаврăнни;
- ламайçăсен — Лхасăна (Тибет) çитни;
- индуссен — Праяга тата Варанасие (Бенарес, Ĕнчĕ) (юлашки çаплах джайнсемпе махаянсен те) çитсе курни;
- буддистсемпе синтоистсен — Нарăна (Япони) çитсе курни.
Чунçӳрев кун-çулĕ тӳрлет
Тĕне тытакансем сăвплă вырăнсене пуç тайма çӳрени сĕм авалтанах пырать. Аваллăхри чунçӳрев центрĕсем — икĕпат Фивĕсенчи Амон храмĕсем, Абидосра Осирис храмĕсем, Аполлон храмĕсем Дельфăра тата урăххисем.
Кивĕ Халалра ырă чыслă израиль çыннисем ун чухнехи Скини сăваплăхлă Халал ковчегне (каярах — Иерусалим храмĕ) чӳклеме тата кĕл тума çӳренĕ.
Çавăн пекех тӳрлет
Асăрхавсем тӳрлет
Вуламалли тӳрлет
- Горшунова О.В. Женское паломничество к святым местам (по материалам Ферганской долины) // Итоги полевых исследований. Ред. З.П. Соколова. Москва: ИЭА РАН, 2000. Сс. 23-39.
- Лучицкая С. И. Путешествие в Святую Землю в XII-XIII вв.: Очерк истории повседневной жизни Архивленĕ 6 Раштав уйӑхӗн 2013 çулта.. С. 72-102.
Каçăсем тӳрлет
- Хунакур. Кашни пӑлхар-чӑвашӑн тивӗҫӗ — кунта ҫитсе кур!
- Чунҫӳревҫӗсем Шупашкар аслашшӗне, Пӳлесӑвара, тупнӑ
- «Пӑлхарсен анӑҫри сӑваплӑ вырӑнӗсем» автоэкскурсие йыхравлаҫҫӗ
- Шейнман М. М. Паломничество.
- Образ странника и богомольца в русской живописи.
- Выезды на богомолье в русской живописи.
- В. Н. Хитрово. Неделя в Палестине.
- А. П. Ладинский. Путешествие в Палестину. 1937 г..