Чорум (тур. Çorum) — Ҫурҫӗр Турцири хула тата район, Чорум илӗн административлӑ центрӗ.

Чорум Анкараран 244 ҫухрӑмра, Ӑстампулран 608 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Халӑх йышӗ — 2018 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх 294 807 ҫын пурӑнать, ытларах турккӑсем; тинӗс шайӗнчи вӑтам ҫӳллӗшӗ — 820 м. Шоссе ҫулӗсене ҫыхӑнтарать. Ял хуҫалӑх районӗн суту-илӳ тӗплӗхӗ (тӗш тырӑ, улма-ҫырла, выльӑх-чӗрлӗх). Апат-ҫимӗҫпе цемент промышленноҫӗ аталаннӑ.

Географи

тӳрлет

Чорум Анатоли тӳремсӑртлӑхӗнче, Хура тинӗсрен чылай инҫетре вырнаҫнӑ. Ҫанталӑк кунта континентлӑскер: ҫу шӑрӑх та вӑрӑм, хӗл юрлӑ та сивӗ.

Истори

тӳрлет

Авал Чорум провинцийӗн территорийӗ Хетт патшалӑхӗн шутне кӗнӗ, уйрӑммӑн илсен, унӑн тӗп хули, Хатусса, провинци территоринче вырнаҫнӑ пулнӑ.

Чылай вӑхӑт хушши провинци территорийӗ Римпа Византине пӑхӑнса тӑнӑ, XI ӗмӗр вӗҫӗнче ӑна майӗпен Сельджукидсен патшалӑхӗ ҫумне пӗрлештерме тытӑннӑ, турккӑсен патшалӑхне Чорумӑн пур ҫӗрӗ те XIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кӗрсе пӗтнӗ.

XV ӗмӗрте Чорум территорийӗ ҫамрӑк тата вӑйлӑ Осман империйӗн йышне кӗрет.

1980 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Чорумра суннитсемпе алевитсем (алавитсем) хушшинче хирӗҫӳ пулса иртнӗ, ӑна Чорумри чикӗшӳ тесе ят панӑ.

Хулари халӑх йышӗ

тӳрлет
Год Население, человек
2000 161 321
1990 116 810
1985 96 725
1980 75 726
1975 65 000
1970 57 576
1960 34 726