Чернов Пётр Никифорович
Пётр Никифорович Чернов (25.4.1929, Вырăскасси ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш Ен çур.) — чăваш, раççей педагогĕ. ССРП халăх вĕрентӳçи (1980).
Пётр Никифорович Чернов | |
Çуралнă вăхăт | 1929, ака, 25 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Вырăскасси, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП |
Гражданлăх | ССРП РФ |
Пăхăнулăх | |
Премисемпе чысланисем |
Биографи тӳрлет
1929 çулхи акан 25-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче хресчен çемьинче çуралса ӳснĕ.
1949 çулта Чăваш педагогика институчĕ çумĕнчи вĕрентӳçсен инстутучĕн физика-математика факультетĕнче вĕренсе тухнă та Курнавăш ялĕнчи çичĕ çул веренмелли шкулта ĕçе пикеннĕ.
1950-1952 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă.
Салтакран таврăнсан, Елчĕкри вăтам шкулта ĕçлеме тытăннă.
1960 çулта Чăваш педагогика институтĕнче физика-математика факультетĕнче вĕренсе тухнă.
1966-1989 çулсенче — Елчĕкри вăтам шкулĕнче директор пуканĕ çине ларнă.
Шкулта педагогика ăслăхĕсен университетне йĕркеленĕ, унта вара 200 ытла ача-пăча ашшĕ-амăшĕ пĕлӳ пухнă.
Меслете пĕлес ĕçсен авторĕ. «Биение жизни» асилӳ кĕнекене çырса кăларнă.
Чыслани тӳрлет
- ССРП халăх вĕрентӳçи (1980)
- РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи (1970)
Библиографи тӳрлет
Каçăсем тӳрлет
- Л. Шалькевич. Доброта из рода в род // «Учительская газета», 19 мая 2009 года.
- П. Н. Чернов. Об учете возрастно-психологических особенностей учащихся // «Вопросы психологии», 1984, № 5, с.104-106.