Чернов Георгий Николаевич

Чернов Георгий Николаевич – 2-мĕш Украина фрончĕн 202 -мĕш стрелок полкĕн 645-мĕш полкĕн рота командирĕ, лейтенант. Совет Союзĕн Паттăрĕ.
Георгий Николаевич Чернов | |||
Çуралнă вăхăт | 1916-мĕш çул | ||
---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Нĕркеç Комсомольски районĕ Чăваш Республики Раççей | ||
Вилнĕ вăхăт | 1944–мĕш çулхи çурлан 21-мĕшĕ | ||
Вилнĕ вырăн | Ербинечи Румыни | ||
Пăхăнулăх |
![]() | ||
Çар ăрачĕ | пехота | ||
Хĕсмет çулĕсем | 1938-1940 тата 1942-1944 | ||
Хисеп | Шаблон:СССР, лейтенант | ||
Чаç | 202-мĕш стрелоксен дивизин 645--мĕш стрелоксен полкĕ | ||
Командăланă | рота | ||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | ||
Чыславсем тата парнесем |
|
Кун-çулĕ
тӳрлетХальхи Комсомольски районĕн Нĕркеç ялĕнче 1916-мĕш çулта çуралнă. 1922-мĕш çулта кил-йышĕпе пĕрле Алтай Енне куçса каяççĕ. Хальхи Первомайски районĕнчи Волга паççулкинче пурăнаççĕ. Кунта "Канаш" колхоз йĕркелеççĕ. Голышево салинче 7-класслă шкул пĕтернĕ хыççăн колхозра бригадир пулса ĕçленĕ.
1938-1940-мĕш çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă. Кайран Барнаула таврăннă, типографинче наборщик, çул мастĕрĕ пулса ĕçленĕ.
1942-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Çар пехота училищин хăвăртлатнă курсне пĕтерсен Сталинград патĕнчи çапусене хутшăнать. Каярах 202-мĕш полкпа пĕрле Украинăна фашистсенчен ирĕке кăларать. 1944–мĕш çулхи çурлан 20-мĕшĕнче Румынири Берлешти ялĕ патĕнчи çапăçура 202-мĕш стрелоксен дивизин 645—мĕш стрелоксен полкĕн Чернов ертсе пыракан рота 130 румын пехотинецне плена илет. Çапăçу вăхăтĕнче Чернов лейтенант 10 ытла салтакпа пулемет расчетне хăйех пĕтерет. Çурлан 21-мĕшĕнче рота 192.0 сăрта штурмласа илет, тăшманăн 5 контратакине сирет. Çапăçу вăхăтĕнче Чернов аманать. Ăна плена илеççĕ, чĕрĕлле çунтарса яраççĕ.
Чысĕсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетЧернов Георгий Николаевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |