Чернова Алла Иосифовна
Чернова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Алла Иосифовна Чернова (26.9.1943, çур.) — кино/театр совет актриси.
Алла Чернова | |
Çуралнă вăхăт: | 1943, авăн, 26 |
---|---|
Професси: | XX ĕмĕрти совет актриси |
Хастар çулсем: | 1964—1983 |
Театр: |
Ленинградри Ленин комсомолĕ ячĕллĕ театр Ленинградри камит театрĕ |
Биографи
тӳрлетАлла Чернова 1943 çулхи авăнăн 26-мĕшĕнче çуралнă, ача чухнех пултарулăх ĕçĕпе хăтланнă[1]. 1965 çулта Б. В. Щукин ячĕллĕ аслă театр училищинче (В. Львова курсĕнче) ăсталăха туптанă. Вĕренсе тухсан Мускавран Ленинграда куçса кайнă, Ленинградри Ленин комсомолĕ ячĕллĕ театрĕнче хĕсметре тăнă.
1970-мĕш çулсенче Ленинградри камит театрĕнче вылянă.
Кинори дебючĕ училищерех пуçланнă — «Коротко лето в горах» (1963) фильмра пĕчĕк роле сăнарланă. «Ан ман… Луговая станци» (1966) фильма çапнă чухнĕ Леонид Менакер режиссёрпе тĕл пулнă та, унпа 40 çул ытла пĕрле пурăннă.
Килйыш
тӳрлетАмăшĕ — Валентина Алексеевна, Патпланра ĕçленĕ.
- Пĕрремĕш упăшки — Всеволод Абдулов (1942—2002), актёр. Икĕ çул пĕрле нурăннă.
- Иккĕмĕш упăшки — Леонид Менакер (1929—2012), кинорежиссёр, сценарист, Санкт-Петербургри кино тата телекурав университечĕн профессорĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ.
- Ывăл — Алексей Леонидович Чернов (24.12.1968 çур.), 2015 çулхи авăнăн 18-мĕшĕччен Коми Республики пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, Коми Республикин тава тивĕçлĕ ĕçлевçи. В. Гайзер республика ертӳçипе тата ачалăхра тусĕпе — И. Ковзельпе пĕрле ыттисемпе пĕрле коррупци ĕçĕ пирки аресленĕ[2].
Фильмографи
тӳрлет- 1963 — Коротко лето в горах — Галя Устинович
- 1965 — Месяц май — Галя
- 1966 — Ан ман… Луговая станци — Люся Кудрявцева
- 1967 — Тысяча окон — Марина, студентка-математик
- 1970 — Ночная смена — Надя
- 1975 — Рассказ о простой вещи — Белла (Марго)
- 1976 — Огненный мост — Ирина Дубравина
- 1982 — День рождения — Валентина, дочь Зверева, врач
- 1982 — Никколо Паганини (Болгария, СССР) — Антония
- 1983 — Тайна «Чёрных дроздов» — Мэри Доу, домоправительница
Библиографи
тӳрлет- «Портреты Акимова» / А. Чернова // Нева. — 2001. — № 7. — С. 226—230