Чапаев (роман)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Чапаев пăхăр.
«Чапаев» — граждан вăрçин паттăрĕн Василий Иванович Чапаев комдивӑн пурнăçĕпе вилĕмĕ пирки каласа паракан 1923 çулта кун ҫути курнӑ Дмитрий Фурмановӑн романӗ. Ĕçсем 1919 çулта, Фёдор Клычков комиссар 25-мĕш чапаев дивизинче (Фурманов хăй Чапаев дивизинче комиссар чухнехине çырса панă) пулнă чухне пулса иртнĕ. Сломихинская, Пилюгино, Ĕпхӳ çапăçăвĕсене, çаплах Чапаева Лбищенск патĕнче пуçне хуни пирки çырса кăтартнă.
Чапаев | |
Жанр: | роман |
---|---|
Автор: | Дмитрий Фурманов |
Хайланă çул | 1922-1923 |
Пичетленĕ: | 1923 |
Электронлă верси |
Роман «Чапаев» Викивулавăшра? |