ЧПУн Ют çĕр студенчĕсемпе ĕçлекен факультечĕ
Ют çĕр студенчĕсемпе ĕçлекен факультет — Чăваш патшалăх университечĕн çĕнĕ пайĕ. Факультетра ют çĕр граждансене вĕрентеççĕ. Унăн шутне вĕренĕве хатĕрлев уйрăмĕ тата вырăс чĕлхин кафедри кĕрет.
Студентсем Университетăн 16 факультетĕнче кирлĕ профессие алла илеççĕ.
Факультет деканĕ — Водянов Николай Григорьевич.
Истори тӳрлет
Ют граждансене вĕрентес ĕç-пуç Чăваш патшалăх университетĕнче 1991 çулта пуçланнă. Паянхи куна Чăваш патшалăх университечĕ 200 ют çĕр гражданне аслă пĕлӳ парать.