Чĕрĕлӳ утравĕ
Чĕрĕлӳ утравĕ — Арал тинĕсĕн кăнтăр-хĕвеланăç енче вырнаçнă утрав. Арал тинĕсĕн шыв шайĕ чакнăран 1990-мĕш çулсен вĕçĕнче çурутрав пулса тăнă.
Утрава 1948 çулта А. Бутаков экспедицийĕ уçнă. Утрава вĕсем «I Николай Патша ячĕллĕ утрав» ят панă.
Арал тинĕсĕ типе пуçличчен утрав лаптăкĕ 216 çх2 танлашнă.
Утрав çĕрĕ икĕ пая, Казахстанпа Узбекистан пайĕсене, пайланать.
Лаборатори
тӳрлет1948-1991 çулсенче утрав çинче совет биохими лабораторийĕ вырнаçнă пулнă, унта микробиологи хĕç-пăшалне тĕпченĕ тесе шутлаççĕ. Çывăхра Кантубек посёлок ларнă. Кунти экологи япăх пулнăран, тата ĕç çуккине пула кайран, 1992 çулта, çынсем хăйсен вырăнĕсене пăрахса кайнă, урăх çĕре куçнă.