Открыть главное меню

Чĕмпĕр кĕперни

Чĕмпĕр кĕпернийĕ, — хальхи Чĕмпĕр облаçĕн, Чăваш Енĕн çĕрĕсем çинче вырнаçнă кĕперне. Çурçĕр енче Хусан кĕперни, тухăç енче Самар кĕперни (вĕсене Атăл уйăрнă), кăнтăр енче Сарăту кĕперни, анăç енче Чулхулапа Пенза кĕпернисем юнашар вырнаçнă пулнă.

ХалăхсемТӳрлет

Кĕпернере чăвашсем, вырăссем, тутарсем, ирçĕсемпе мăкшăсем пурăннă. Ирçĕсемпе мăкшăсем пĕтĕм халăх йышĕнчен 1/9-мĕш пайĕ, чăвашсем 1/11-мĕш пайĕ, тутарсемпе мишерсем — 1/12 пайĕ.

КультураТӳрлет

1898 çулта кĕпернере 944 вĕренӳ заведенийĕ пулнă. Вĕсен шутĕнче арçын ачасем валли 4 вăтам шкул, хĕрачасем валли 3 вăтам шкул, 5 хула училищи, 3 уес училищи, 3 ăс-хакăл училищи, вĕрентекенсен семинарийĕ, чăваш вĕрентекенĕсен шкулĕ, 7 ал-ĕç училищи, 914 пуçламăш шкул пулнă. Пурĕ 39 221 арçын ача, 11 156 хĕрача вĕреннĕ. Ялсенче 853 училище пулнă.

Кĕперне уесĕсемТӳрлет

ИсториТӳрлет

 
Чĕмпĕр çĕр ĕçченĕсем вăрманта (1878)

Чĕмпĕр кĕперни — Чĕмпĕр наместничествин 1796 çулта туса хунă административлă территори йĕркелĕвĕ. Совет влаçĕ тапхăрĕнче, СССРа экономикă енлĕ районланă чух, 1943 çулхи кăрлач, 19 ятне Ульяновск облаçне куçарнă.

Паллă çынсемТӳрлет

АсăрхавсемТӳрлет

ВуламаллиТӳрлет

КаçăсемТӳрлет