Чĕмек пăрланчăк
Чĕмек пăр — тĕрлĕ сăлтавсене пула аялтан çулелле тăсăлса ӳсекен пăрланчăк. Çакнашкаллисем сайра пулаççĕ пулин те, çутçанталăкра пĕчĕк шыв кӳллисенче тĕл пулакан чĕмек пăрланчăксене 1920-мĕш çултанпа çырса кăтартнă. Белли-Дорси моделĕ евĕр паллă шăнтмалли механизма XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче хăтланса тупнă, анчах та чылай хушă лабораторире туса тĕрĕслемен. 2010-мĕш çулсенче интернетре чĕмек пăрланчăкăн фотокарточкисене, дистиллизациленĕ шывран холодильникре е морозилкăра епле шăнтса тумалли инструкцисене çырса панă. Çакăн хыççăн ăсчахсем лабораторире тĕрĕслеме пултарнă. Экспериментсем Белли-Дорси модельне ĕнентерсе çирĕплетеççĕ пулин те, каллех çутçанталăкра пăрланчăк чĕмексем мĕнле пулса каяççĕ тесе пуçа ватма пуçланă. Хăш чухне чĕмексем урăх формăсемпе хăпараççĕ, вĕсене вара пăрлачăк çурта, турул, вазă теççĕ. Çав тери тĕлĕнтермешлĕ тĕсĕ — кутăн пирамида.
Галерея
тӳрлет-
Сивĕтĕшри чĕмек пăр
-
Савăтра ÿстернĕ чĕмек пăр
-
Кутăнла пирамида евĕр чĕмек пăр
-
Çĕрлехи хытă сивĕ хыççăн ÿссе ларнă чĕмек пăр
-
Пăр çурта
-
Çумăр шывĕнчен пулнă чĕмек пăр
Мĕншĕн-ха «чĕмек»? Хуравĕ — сăмахсарта[1]:
Шип. 1. йӗп (йывӑҫӑн); 2. сула (хӑмасене тытса таракан урлӑ йывӑҫ); 3. чӗме, чӗмек, кача; подковные шипы такан чемисем (качисем); 4. айҫӑвар (осетр евӗрлӗ пула);