Чăнлăх (квантла хисеп)
Чăнлăх (акăл. truth, topness, выр. И́стинность) — t-кварксен пур (вĕсене тивĕçлĕ) тата шăршăллă (ароматлă, флейворлă) квантла хисеп. Чылай чухне T паллăпа палăртаççĕ. Терминпа сайра усă кураççĕ, мĕншĕн тесен t-кварксенчен тăракан хутлă пĕрчĕсене тупайман-ха. Акăлчан чĕлхиллĕ терминологире truth тенинчен ытларах topness теççĕ, анчах та чăвашла термин ăсталас тесен пĕрремĕшĕпе усă курма тивет, мĕншĕн тесен topness тенине куçарма хĕн.
Калаçса татăлнă тăрăх, t-кваркăн T = 1, t-антикваркăн вара T = −1; t-кварксем пур хутлă кварксен чăнлăхĕ t-кварксен тата t-антикварксен хисепĕсен расналăхĕпе танлашать.
Чăнлăх, ытти мĕнпур флейворла квантла хисепсем пекех, вăйлă хире-хирĕç вăйăмра тата электромагнитла хире-хирĕç вăйăмра сыхланать, анчах та вăйсăр хире-хирĕç вăйăмра сыхланмасть.
Каçăсем
тӳрлет- Физикăлла энциклопеди, статья Кварки.
- K. Nakamura et al. (Particle Data Group). PDGLive Particle Summary 'Quarks (u, d, s, c, b, t, b', t', Free)'. Particle Data Group (2011).
Ку элемент пĕрчĕкĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |