Чăваш халăхĕн ансамблĕсем
Чăваш Енри халăх ансамблĕсем — [1]
Пĕрлехи хыпарсем
тӳрлетПаянкуна Чăваш республикин культура-кану учрежденисен структуринче 4738 халăх пултарулăхĕн коллективĕ ĕçлет (пурĕпе 60571 çын хутшăнать). Халăх пултарулăхне аталантарас ĕç-пуçĕнче «халăх» хисеплĕ статусне тивĕçтернĕ ансамбльсем малти вырăнта пыраççĕ. 2007 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 219 коллектива "халăх" ансамблĕ ятпа чысланă, çав шутра – 44 театр, 35 фольклор, 18 ВИА тата 17 юрă ансамблĕ, 40 хор, 21 юрăпа ташă ансамблĕ, 31 хореографи коллективĕ, 5 оркестр тата 5 халăх инструменчĕсен оркестрĕ, 3 кино-фотостуди.
Халăх коллективĕсем
тӳрлет- «Ахах» халăх фольклор ансамблĕ, Туçа ялĕ, Йĕпреç районĕ (пултарулăх ертӳçи — Мария Тимофеева).
- «Ахпай» халăх фольклор ансамблĕ. Çирĕккасси ялĕ, Элĕк районĕ (пултарулăх ертӳçи — Светлана Иосифовна Федорова). Светлана Иосифовна вырăнти халăх юррисене (халлĕхе 200 яхăн) пуçтарать. Репертуаре 60 юрă (хăнари, вăйăри, лармари, туйри, салтак, юрату) кĕрет.
- «Валинке» халăх фольклор ансамблĕ, Элĕк сали, Элĕк районĕ (ертӳçи — Инна Витальевна Афанасьева)
- «Екрем» халăх фольклор ансамблĕ, Ярапайкасси ялĕ, Муркаш районĕ.
- «Илем» халăх фольклор ансамблĕ, Шаймурса КК, Патăрьел районĕ. Ансамбль репертуарĕнче чăваш халăх юррисем, вырăнти йăла-юрă фольклорĕ.
- «Мерчен» халăх фольклор ансамблĕ, Большебуяновского народного краеведческого музея Шемуршинского района
- Народный театр деревенского обряда (Театр пива). Руководитель - Валерий Михайлович Степанов.
- «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ, Комсомольскири КК (ертӳçи — Владимир Павлов).
- «Муркаш» халăх фольклор ансамблĕ, Муркаш РКК (ертӳçи — Земфира Кузьминична Яковлева, И.Н. Ульянов яч. ЧПУ культурологи кафедрин доценчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕслĕ вĕрентӳçи. Нумай пулăшу Фаина Федосеевна Григорьева кӳрет).
- «Парне» халăх фольклор ансамблĕ, Тăван ен тĕпчев музейĕ, Вăрмар поç.
- «Родные просторы» халăх фольклор ансамблĕ, Трактор тăвакансен керменĕ (ертӳçи — Людмила Кондратьева).
- «Сарнар» халăх фольклор ансамблĕ, Орнар ял клубĕ, Вăрмар районĕ.
- «Сурпан» халăх фольклор ансамблĕ, Виçпӳрт ял клубĕ, Шăмăршă районе.
- «Çăлкуç» халăх фольклор ансамблĕ, Кокша ялĕн КК, Патăрьел районĕ.
- «Çĕн ял» халăх фольклор ансамблĕ, Шупашкар (ертӳçи — З.К.Яковлева, И.Н. Ульянов яч. ЧПУ доценчĕ).
- «Тăванлăх» халăх фольклор ансамблĕ, Токшик КК, Муркаш районĕ.
- «Тевет» халăх фольклор ансамблĕ, Ватă Шăмăршă ЯКК, Шăмăршă районĕ.
- «Телей» халăх фольклор ансамблĕ, Кӳкеç Шупашкар районĕ.
- «Трак Ен» халăх фольклор ансамблĕ, Красноармейски РКК.
- «Укăлча» халăх фольклор ансамблĕ, «Акация» КК, Çĕнĕ Лапсар поç.
- «Уяв» халăх фольклор ансамблĕ, Шупашкар хула дминистрацийĕ (ертӳçи — З.А.Козлова, И.Я. Яковлев яч. ЧППУ доценчĕ)
- «Чашма» халăх фольклор ансамблĕ, Пуканкасси ЯКК, Вăрнар районĕ.
- «Шанăç» халăх фольклор ансамблĕ, Вырăскасси ялĕ, Елчĕк районĕ.
- «Шевле» халăх фольклор ансамблĕ, Вырăскасси ялĕ, Елчĕк районĕ.
- «Шордан» халăх фольклор ансамблĕ, Кодеркасы, Шупашкар районĕ.
- «Шуракăш» халăх фольклор ансамблĕ, Буртаси ЯКК, Вăрнар районĕ.
- «Шурăмпуç» халăх фольклор ансамблĕ, Ермошкино ЯКК, Вăрнар районĕ.
- «Шуçăм» халăх фольклор ансамблĕ, Москакасси КК, Муркаш районĕ.
- «Шӳлкеме» халăх фольклор ансамблĕ, Эльбарусово КК, Сĕнтĕрвăрри районĕ.
- «Эревет» халăх фольклор ансамблĕ, Чăваш Тимĕш КК, Йĕпреç районĕ.
- «Эткер» халăх фольклор ансамблĕ, Шименей КК, Куславкка районĕ (ертӳçи — РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи Людмила Ефимова).