ЧПУ-н Физикăпа техника факультечĕ
(Чăваш патшалăх университечĕ физикăпа техника факультечĕ ҫинчен куҫарнӑ)
ЧПУ-н Физикăпа техника факультечĕ — Чăваш патшалăх университет факультечĕ. Факультет "Физика" ăстаçăсене хатĕрлет. Ăстаçăлăхсем: «Квантовая электроника (лазеры)», «Теплофизика», «Компьютерные методы физики». Факультетра 5 çул вĕренмелле.
Физикăпа техника факультетĕнче 32 вĕрентӳçĕ вăй хурать, вĕсенчен 70% — ăслăлăх степенĕллĕ, ăслăлăх тухтăрĕсем —7.
Тытăм
тӳрлетФакультет шутĕнче 4 кафедра:
- пĕрлĕ физика кафедри;
- теплофизика кафедри;
- теорипе эксперимент физикин кафедри;
- физика вĕрентĕвĕн методика кафедри.
Факультетра 50 вĕренӳ тата ăслăлăх лабораторисем.
Факультетра студентсен çак ăслăлăх кĕтесĕсем ĕçлеççĕ:
- Плазмăн физики;
- Студентсен конструктор бюровĕ.
Аспирантура
тӳрлетПаянхи куна аспирантурăра 5 çын ăс пухать.
Ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсем
тӳрлетФакультетри ăслăхпа тĕпчев ĕçсем паянкунхи физикăри актуаллă проблемăсене, нейрокомпьтерлă технологисене, теплофизикăна тата спектроскописене тĕпчеççĕ.
Кĕперсем
тӳрлет- ЧПУ-н физикăпа техника факультечĕн официаллă сайчĕ 2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.