Чăваш патшалăх культура тата ӳнерсен институчĕ
Чăваш патшалăх культура тата ӳнерсен институчĕ — Чăваш Республикин патшалăх бюджетĕнчи аслă вĕренӳ шкулĕ.
Ректор — Баскакова Н. И.[1]
Адрес: 428004, Чăваш Республики, Шупашкар, Президент бульварĕ, 17.
Истори
тӳрлетИнститута 2000 çулхи утăн 10-мĕшĕнче Шупашкарта уçнă. Вĕренĕве хăйĕн историнчи пĕрремĕш çулĕнче 38 студента илнĕ. Авăң уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне институтра 30 ытла педагог, вĕсенчен 7-шĕ штатрисем, ĕçленĕ[2].
Институтăн пиллĕк этажлă общежити тата концерт залĕ (500 вырăн) пур.
Структура
тӳрлетИнститута виçĕ факультет кĕрет:
- культура факультечĕ (социокультура тата библиотека ĕçхĕлĕн кафедри; халăхăн ӳнерлĕ пултарулăхĕн кафедри; гуманитари тата социоэкономика дисциплинисен кафедри), декан — Л.В. Илларионова, доцент, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи;
- ӳнерсен факультечĕ (актер ăсталăхĕн тата режиссура кафедри; хор дирижёрĕ тата халăх юрри кафедри; вокал ӳнерĕн кафедри; ӳнерсен теорийĕ, историйĕ), декан - Н.В. Гайбурова;
- хушма пĕлӳ паракан факультет, декан — О.В. Михайлова педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ, доцент.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Минкультуры Чувашии. Исполняющим обязанности ректора института культуры и искусств назначена Наталья Баскакова.
- ^ Чувашский государственный институт культуры и искусств // Краткая чувашская энциклопедия. — Чувашское книжное изд-во, 2001.