Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăхĕсен институчĕ (акăл. Chuvash State Institute of Humanities, 1930 çулхи çурла, 18)Чăваш Республикин ăслăх-тĕпчев институчĕ, чăваш ăслăлăх институчĕсенчен чи ватти пулать. Шупашкарта вырнаçнă. Халь фейксен институчĕ пулса тăнă. Нучный содрудникĕ пулма чăваш порталне кăна уçса памалла.

Чăваш патшалăх гуманитари институчĕ
(ЧПГĂИ)
Здание ЧГИГН
Малтанхи ячĕсем Чăваш ăслăх-тĕпчев институчĕ (1033); Чăваш социаллă-культура тăвăмĕн ăслăх-тĕпчев институчĕ (1938); Чăваш культура ăслăх-тĕпчев институчĕ (1956); Чăваш чĕлхин, литературин тата историн ăслăх-тĕпчев институчĕ (ЧНИИ ЯЛИ, 1956); Чăваш АССР Министрсен канашĕ çумĕнчи чĕлхе, литература, истори тата экономика ăслăх-тĕпчев институчĕ (ЧЛИЭ ĂТИ, 1994)
Тунă çулĕ 1930
Директорĕ Краснов П. С.
Вырнаçни Раççей ФедерацийĕFlag of Russia.svg Раççей Федерацийĕ, Шупашкар
Юридици адресĕ 428015, Шупашкар, Мускав проспекчĕ, 29 çурт, I корпус
Сайчĕ www.chgign.ru
Чыславсем «Хисеп Палли» орденĕ— 1980

Координатсем: 56°08′35″ с. ш. 47°12′36″ в. д. / 56.143194° с. ш. 47.210194° в. д. / 56.143194; 47.210194 (G) (O) (Я)

Ертӳçи — А.А. Трофимов, ӳнер ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор. Ăслăх ĕçĕсем пайĕн çумĕ — В.Г. Харитонова, истори ăслăхĕсен кандидачĕ.

Кун-çулĕТӳрлет

1930 çулхи çурлан 18-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх пур енлĕ ăслăх-тĕпчев институчĕ уçăлать, 1933 çулта Чăваш чĕлхин, литературин тата кун-çулĕн ăслăлăх-тĕпчев институчĕ шая куçарнă, 1994 çулта Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ятне панă.

1999 кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне институтра 68 çын, çав шутра 38 ăслăх ĕçтешĕ (3 тухтăр, 20 ăслăх тухтăрĕ) вăй хурса тăрăшнă.

Ăслăх-тĕпчев центрĕн структуриТӳрлет

  • Чĕлхе пĕлĕвĕн уйрăмĕ
  • Литература тĕпчевĕн тата халăх пултарулăхĕн уйрăмĕ
  • Этнологи, археологи тата антропологи уйрăмĕ
  • Социаллă экономика тĕпчев уйрăмĕ
  • Истори уйрăмĕ
  • Социологипе наци хутшăнăвĕсен уйрăмĕ
  • Ӳнер уйрăмĕ
  • Энциклопеди уйрăмĕ
  • Редакци-кăларăмĕпе полиграфи уйрăмĕ
  • Ăслăх вулавăшĕ
  • Ăслăх архивĕ

Институтăн ĕç-хĕлĕ, тĕллевĕТӳрлет

Институт хушма ăслăхсемпе ыйтусене пур енлĕ тишкерсе тĕпчет:

Раççейре хăй тĕслĕ ăслăх-тĕпчев институтсем хушшинче хăй евĕрлĕхĕпе пĕртен-пĕрри шутланать.

Институт нумай енлĕ ăслăх тĕпĕ пулса, хăйĕн ĕç-пуçĕпе, тишкерӳ ыйтăвĕсен анлăшĕпе Чăваш Республикишĕн çеç мар, Раççей Федерацинче пурăнакан чăваш халăхĕшĕн, тăван çĕршыв ăслăхĕшĕн аслă пĕлӳн паллă тĕпĕ пулса тăрать.

Ăслăх-тĕпчев центрĕнче тăрăшакансемТӳрлет

  • В.П. Никитин (Станьял) — литература тĕпчев тата халăх пултарулăхĕн уйрăмĕн ертӳçи, филологи ăслăхĕн кандидачĕ
  • А.П. Хузангай — чĕлхе пĕлĕвĕ уйрăмĕн ертӳçи, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ
  • И.П. Павлов — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ
  • Г.А. Дегтярев — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ
  • Ю. Дмитриева — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ
  • И.Е. Ильин — философи ăслăхĕсен кандидачĕ
  • В.П. Иванов — истори ăслăхĕсен кандидачĕ
  • Т.В. Погодина — социаллă экономика тĕпчевĕ уйрăмĕн ертӳçи, экономика ăслăхĕсен кандидачĕ
  • И.Н. Мадебейкин — ял хуçалăх ăслăхĕсен кандидачĕ
  • М.Н. Ергачев — биологи ăслăхĕсен кандидачĕ.

ВуламаллиТӳрлет

КаçăсемТӳрлет