Чăваш Республикин финанс министерстви
Финанс министерстви — Чăваш Республикин укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ĕçсене йĕркелесе пыракан министерство.
Министерствăн тытăмĕ
тӳрлетЧӑваш Республикин финанс министрӗ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ шутланать[1]. Ӑна пилӗк ҫум пӑхӑнаҫҫӗ:
- Пӗрремӗш министр ҫумӗ. Ӑна Бюджет политикин пайӗ, Бюджетсем хушшинчи ҫыхӑнусен пайӗ, Налук политикипе тупӑш прогнозӗн пайӗ пӑхӑнаҫҫӗ.
- Министр ҫумӗ. Ку министр ҫумӗ Экономика отраслӗсенчи бюджет политикин управленин тата Патшалӑх парӑмӗн, инвестицин тата финанс политикин пайӗн ӗҫне йӗркелет.
- Министр ҫумӗ. Ку министр ҫумӗ Казначейство управленин, Закупка сферин аталанӑвӗпе тӗрӗслев секторӗн тата Информаци хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерекен секторӑн ӗҫне йӗркелет.
- Министр ҫумӗ. Ку министр ҫумӗ Хысна учечӗпе отчетность управленин, Информаци системисен методологийӗн пайӗн тата Пурлӑхпа тивӗҫтерекен секторӑн ӗҫне йӗркелет.
- Министр ҫумӗ — Управлени ертӳҫи. Ку министр ҫумӗ Социаллӑ сфера отраслӗсемпе патшалӑх аппаратне финансланин бюджет политики управленийӗн ӗҫне йӗркелет.
Патшалӑх финанс тӗрӗслев управленийӗ, Право акчӗсен экспертиза пайӗ тата Ӗҫе йӗркелекен тата корпоративлӑ культурӑна аталантаракан пай тӳрремӗн министра пӑхӑнаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне министрӑн пулӑшуҫи, пресс-секретарӗ тата мобилизаци ӗҫӗпе вӑрттӑн ӗҫ хучӗсене йӗркелекен тӗп специалист-эксперт пур.
Министр пуканне йышӑннисем
тӳрлетТӗрлӗ вӑхӑтра финанс министрӗн пуканне ҫак ҫынсем йышӑннӑ[2]:
- Бочаров Александр Николаевич (07.07.1920 – 02.12.1920)
- Крынецкий Иван Алексеевич (02.12.1920 – 21.09.1923)
- Лаврентьев Тимофей Лаврентьевич (01.10.1923 – 13.03.1929)
- Токсин Василий Иванович (01.04.1929 – 27.06.1930)
- Ананьев Павел Ананьевич (29.03.1931 – 03.10.1933)
- Марков Александр Иванович (28.02.1933 – 25.10.1936)
- Захаров Иван Захарович (25.07.1937 – 17.03.1938)
- Ерофеев Александр Павлович (31.07.1938 – 02.10.1938)
- Семенов Федор Тимофеевич (04.10.1938 – 23.09.1942)
- Золотников Иван Ильич (23.09.1942 – 23.01.1951)
- Сомов Александр Васильевич (23.01.1951 – 01.09.1956)
- Алексеев Георгий Алексеевич (01.10.1956 – 21.11.1961)
- Иртышов Герман Иванович (21.12.1961 – 02.07.1975)
- Гладков Аркадий Михайлович (07.07.1975 – 17.12.1979)
- Ильин Владимир Ильич (01.02.1980 – 14.06.1988)
- Арефьев Владимир Николаевич (14.06.1988 – 17.02.1992)
- Смирнов Николай Васильевич (17.02.1992 - 24.12.2010)
- Ноздряков Михаил Геннадьевич (31.01.2011 - 03.02.2014)
- Енилина Светлана Александровна (23.02.2014 - 31.01.2020)
- Ноздряков Михаил Геннадьевич (03.02.2020 - хальхи вӑхӑтччен)