Чăваш Енри Элĕк районĕн гимнĕ
- Элĕк районĕн гимнĕ
("Сурăмпала Вылă хушшинче" юрăран)
- Сăмахĕсем Александр Галкинăн
- Кĕвви Юрий Кудаковăн
- 1.
- Сурăмпала Выла хушшинче —
- Чăн чăваш çĕр-шывĕ çак тĕнче.
- Симĕс пурçăн — ешĕл вăрмансем.
- Çутă капăр кӳлĕ-пĕвесем.
- Хушса юрламалли:
- Элĕк ен ку, аслă Элĕк ен
- Ытарайми илемлĕ таван ен!
- Ӗмĕрне те тухмăн чĕререн.
- Кăмăла çĕкле хĕвеллĕ ен!
- 2.
- Юнтапапа Тукташ хушшинче —
- Илĕртӳллĕн ешерет тĕнче.
- Сар чечеклĕ — улăх çарансем,
- Шур чечеклĕ — улма пахчисем.
- 3.
- Ямашапа Тени хушшинче —
- Çĕнтерӳллĕн çĕнĕлет тĕнче.
- Килсерен хисеплĕ ĕçченсем,
- Ялсерен — мухтавлă маттурсем.