Чăваш Республикин гербĕ

(Чăваш Енĕн гербĕ ҫинчен куҫарнӑ)

Чăваш Ен гербĕ ылттăн тĕспе витнĕ геральдика хулканĕ евĕр. Геральдика хулканĕн хĕррисем чăваш çĕрне кăтартса параççĕ. Чăваш çĕрĕнче пурнăç йывăççи ларать. Пурнăç йывăçĕ чăваш халăхĕн авалхи пурнăç çулне кăтартать. Чăваш çĕрĕн тата йывăçĕн хĕрлĕ тĕсĕ чăвашсем яланах хăйсен ирĕклĕхĕшĕн пулнине, хăйсен йăла-йĕркине упраса хăварнине кăтартать. Хуллкан çинчи çутă сарă тĕс Хĕвеле — Çĕр çинчи пĕтĕм чĕрчуна пурнăç паракана — сăнласа кăтартать. Унсăр пуçне сарă тĕсе чăвашсем чи илемли теççĕ. Сăмахран, «Сарă хĕр» тени «хитре хĕр» тенине пĕлтерет.

Чăваш Республикин гербĕ
Детальсем
ака, 29, 1992
ПГР  в  номерĕ 207
ĕ
Герб авторĕ Э. М. Юрьев

Геральдика хуллканĕçинче виçĕ сакăркĕтеслĕ çалтăр курăнать. Вĕсем чăвашсен авалхи виçĕ хĕвеле сăнласа кăтартаççĕ. Ку орнамента чăваш тĕрринче анлă усă кураççĕ, вăл хитрелĕхпе чапа кăтартать. Ӳкернĕ хăмласем чăвашсен чи пысăк пурлăхне хăмлана кăтартать.

Кĕрен харшăллă ылтăн сас паллисемпе «Чăваш Республики» - «Чувашская Республика» тесе çырнă, вăл хăмлан хăйне евĕр ӳкерчĕкĕпе вĕçленет.

Истори

тӳрлет

Çав. пекех

тӳрлет