Чăваш-хула (Кисан облаçĕ)
Чăваш-хула — Кисан облаçĕн Кисан районĕн чиркӳллĕ ял, Кисан — Сасово йĕринчи чукун çул чарăнăвĕ. СПК «Вышгородский» тĕрлĕ тĕслĕ ял хуçалăх йĕркелĕлĕхĕн тĕп кил йăви.
Вăтам шкул, Этеплĕх керменĕ, амбулатори, вулавăш, темиçе лавкка, почтă уйрăмĕ пур.
Арехеологи хыпарĕсемпе хула X—XIII ĕмĕрсенче пулни паллă. Тимĕртен, пăхăртан тунă ĕç хатĕрĕсене тупнă (çакăн пек вырăна ватă Кисан тĕлĕнче тупнă). XIX ĕмĕрте кунта ярмăрккă ирттернĕ, ал ăста ĕçĕсем аталаннă (çуна, урапа, кустăрма тунă, çăпата хуçнă); кирпĕч пĕçернĕ.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине 328 ял çынĕ хутшăннă, çуррине яхăн пуçĕсене хунă (ялта вĕсене асăнса палăк лартнă).
2007 ç. хулан 800-çуллăхне уявланă.